Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ пур енчен палăрать

23 марта 2013 г.

Юн кун Вăрмар районĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем:ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çур аки ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерсе ямалли тĕллевĕсем; Раççей Федерацийĕн пенси системин 2030 çулчченхи аталану стратегийĕ тата 2013 çулта халăхăн коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли тарифĕсем.

Информаци кунĕ шайĕнче района ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Ушкăн йышĕнче Автомобильпе çул-йĕр патшалăхĕн Мускаври техника университечĕн Атăлçи филиалĕн директорĕн заместителĕ В.Михайлов, Наркотик çаврăнăшне контрольлекен Федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн начальникĕ В.Плешков, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин урамсенче тата массăллă мероприятисем вăхăтĕнче обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе ĕçлекен уйрăм начальникĕн заместителĕ С.Алексеев, Çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курмалли сферăри надзор енĕпе ĕçлекен Федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн руководителĕ В.Косачев пулнă.

Чи малтанах информушкăн членĕсем савăнăçлă лару-тăрура 4 çемьене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕç. Сертификатсене Шутнерпуçĕнчи Е.Васильева, Çĕнĕ Кинчерти С.Семенова, Вăрмар поселокĕнчи Н.Родзянова, Пинерти Л.Семенова тивĕçрĕç.

Унтан информушкăнсем Энтрияль, Пысăк Енккасси, Аслă Чак, Кавал, Кĕтеснер ялĕсем тăрăх саланчĕç.

Пысăк Енккассинче ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн начальникĕн заместителĕ Т.Васильева пулчĕç. Вĕсем ялти библиотекăра пухăннă ял çыннисемпе, шкулти педагогсен коллективĕпе тĕл пулса калаçрĕç.

Кĕтеснер ял тăрăхĕнче Çутçанталăк ресурсĕсемпе усă курмалли сферăри надзор енĕпе ĕçлекен Федераллă службăн республикăри Управленийĕн руководителĕ В.Косачев, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков ялти шкулта пулса курчĕç. Вĕсене шкул директорĕ М.Краснова музейпе, пĕтĕмĕшле шкулпа паллаштарчĕ. Шкулта юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, шалта туалетсем вырнаçтарнă. Информушкăн членĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Егоров шкул, ача сачĕ, библиотека коллективĕсем умĕнче информаци кунĕн ыйтăвĕсене çутатрĕç. В.Косачев ăпăр-тапăр пуçтармалли контейнерсем ытларах вырнаçтармалли, йĕри-таврана тасалăхра тытса тăрасси пирки каларĕ. Паянхи куна ял тăрăхĕнче 10 контейнер вырнаçтарнă. М.Пуклаков пенси системинчи улшăнусемпе, çĕнĕ йĕркепе паллаштарчĕ. Кĕтеснер ял тăрăхĕнче ача çураласлăхĕ ÿсни палăрать, 2011 çулта 5 ача çуралнă пулсан, 2012 çулта - 10. Унсăр пуçне çынсене ялта пушар машини çукки пăшăрхантарать.

Çавăн пекех Наркотик çаврăнăшне контрольлекен Федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн начальникĕ В.Плешков, райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Павлов, Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ О.Семенова Энтрияль ял тăрăхне, Автомобильпе çул-йĕр патшалăхĕн Мускаври техника университечĕн Атăлçи филиалĕн директорĕн заместителĕ В.Михайлов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн тĕп специалисчĕ Е.Тихонова Аслă Чак ял тăрăхне, Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствин урамсенче тата массăллă мероприятисем вăхăтĕнче обществăлла йĕркелĕхе сыхлассипе ĕçлекен уйрăм начальникĕн заместителĕ С.Алексеев, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Д.Иванов, Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕн специалисчĕ М.Иванова, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн заместителĕ А.Софронов Кавал ял тăрăхне çитсе килчĕç.

Çавăн пекех информаци кунĕ шайĕнче ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников район администрацийĕн ларусен залĕнче районти Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн тренерĕсемпе, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи физкультура преподавателĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Сергей Владимирович чи малтанах Вăрмар районĕ спортсменсене хатĕрлессипе малти вырăнсенче пулнине палăртрĕ, вăйлă спортсменсем хатĕрленĕшĕн тав турĕ. «Малта пыракансенчен вара икĕ хут ытларах ыйтмалла», - терĕ министр.

Çавăн пекех вăл районта пурăнакан кашни иккĕмĕш ачана спорт шкулне явăçтарассипе активлă ĕçлемеллине, тренерсен ĕç укçине ÿстерни пирки каларĕ. С.Мельников министр спорт шкулне çÿрекен ачасен йышне ÿстерме кирлĕ спорт инвентарĕсемпе хатĕрĕсен списокне хатĕрлеме хушрĕ. Çавăн пекех канашлура Пĕтĕм Раççейри Самбо федерацийĕн вице-премьерĕ, обществăлла палата членĕ Е.Селиванов та хутшăнчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика