Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Владимирович Никитин: «Район аталанăвĕ - пуçаруллă ĕ

16 марта 2013 г.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса таса чунпа пурăнар» Çырура: «Пирĕн ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Ен халăхĕн пурнăç шайĕпе пахалăхне ÿстересси», - тесе палăртнă. Район экономикишĕн агропромышленноç комплексĕ, промышленноç, строительство, вак тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Çакă ĕç çыннисем валли ĕçлесе пурăнма майлă условисем туса парать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать, пурнăç пахалăхне ÿстерет. Районăн 2012 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртмалла: асăннă отрасльсенче ĕç çыннисем тунă çитĕнÿсем сахал мар.

Ял хуçалăхĕ

Район экономикишĕн агропромышленноç комплексĕ пĕлтерĕшлĕ отрасль шутланать. Анчах та иртнĕ çул эпир ку енĕпе йывăрлăхсем те тÿсрĕмĕр. Кĕрхи культурăсем 2700 гектар çинче пĕтни (59 процент), «Арабоси» Агрофирма» ĕçлеме пăрахни, иртнĕ çулхи июль-август уйăхĕсенче вĕри çанталăк тăни ял хуçалăх отрасльне чылай хавшатрĕ. Епле пулсан та агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕн ĕçченĕсем çак йывăрлăхсенчен тухрĕç. Ял хуçалăх ĕçченĕсем пурĕ 1 миллиард та 456 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларма пултарчĕç. 12290 гектар çинчен 26,4 пин тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухăç вăтамран 21,5 центнерпа танлашать. «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăсем вара тухăç пĕр гектартан вăтамран 24 центнер илме пултарчĕç.

«Çĕр улми - иккĕмĕш çăкăр», - тенĕ ватăсем. Çак пахча çимĕç культурине тухăçлă туса илессипе пирĕн районта «Ямуков Г.Н» хресчен (фермер) хуçалăхĕ пур тăрăшулăхпа вăй хурать. Асăннă хуçалăх 290 гектар çинче лартнă çĕр улмин тухăçĕ 9,5 пин тоннăпа танлашнă, пĕр гектартан вăтамран 328 центнер паха çĕр улми туса илнĕ. Иртнĕ çул районĕпе 3567 гектар çинчен 69,2 пин тонна çĕр улми туса илнĕ, тухăç пĕр гектартан 193,8 центнерпа танлашать.

Районта хăмла туса илес ĕçе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество пурнăçласа пырать. Иртнĕ çул асăннă общество ĕçченĕсем 26 гектар çинчен 344 центнер типĕтнĕ хăмла туса илнĕ, 1 гектартан тухăç 17,2 центнерпа танлашнă.

Ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕнче тĕп задачăсенчен пĕри - ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси. Çавна май 2012 çулта 173 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Усă курман çĕрсем пирĕн районта 2888,6 гектар йышăнаççĕ. Кăçал вара çак çĕрсем çинче тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме тĕллев лартнă.

2012 çулта пур категориллĕ хуçалăхсенче аш-какай туса илесси 8,6 процент чухлĕ чакнă, пурĕ 3490,1 тонна туса илнĕ. «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра вара иртнĕ çул аш-какай туса илесси - 39,4, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче 2,5 процент чухлĕ ÿснĕ. «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл иртнĕ çул ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă. Çавăн пекех «Иванов Ю.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ 18 пуç ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă.

Сĕт туса илесси иртнĕ çул 2,8 процент чакнă. Çакă «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă общество, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи, Мичурин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕнесен йышне чакарнипе çыхăннă. Çавна май кăçал пирĕн мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерес тĕллевпе «Яковлев В.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче - 100 пуç ĕне, «Иванова Н.А.», «Сарапаева Т.Н.», «Сергеева В.М.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 50 пуç мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх, 100 пуç сурăхсем, Арапуçĕнче 300 пуç вырнаçмалăх выльăх-чĕрлĕх фермисем хута яма палăртнă.

2012 çулта çăмарта туса илесси 7,8 процент ÿснĕ. Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшса иртнĕ çул бюджетран 51 миллион та 490 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех иртнĕ çул 746 уйрăм кил хуçалăхĕ 150 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ку енĕпе Чулкас, Кивĕ Вăрмар, Кĕтеснер ял тăрăхĕсем активлă ĕçленĕ.

2013 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче ЧР ял хуçалăх министерствипе Вăрмар район администрацийĕ «2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă патшалăх программин тата ял хуçалăх продукцин, чĕр тавар рынокне йĕркелесе пырасси çинчен» Килĕшÿпе пирĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче производство хăватне ÿстерсе пымалла.

Строительство

Пирĕн районта тĕрлĕ социаллă программăсем пурнăçланаççĕ: çурт-йĕр хăпарать, хытă сийлĕ çулсем тăвассипе ĕçсем пыраççĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан капмар шкул хăпартассипе те строительсем тăрăшса вăй хураççĕ. 2012 çулта пур тĕрлĕ çăл куçсенчен капиталлă строительствăна 612 миллион тенкĕ хывнă, çакă 2011 çулхипе танлаштарсан 102,5 процент пулать. Иртнĕ çул пурĕ 19,8 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Район администрацийĕн тĕп задачисенчен пĕри вăл - вырăнти халăх валли пурăнмалли çурт-йĕр ытларах тăвасси, çав шутран эконом-класлă пурăнмалли çурт-йĕр те. Çавна май кăçал 20,2 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. «РФ гражданĕсене пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул поселокра 27 хваттерлĕ çурт-йĕре хута янă. «2013 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн 12 çемье пурăнмалли çурт-йĕре тивĕçнĕ, вĕсенчен ялта пурăнакан тата ĕçлекен 6 çамрăк çемье капмар çурт-йĕр хăпартнă. «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераллă программăпа 9 çемье çамрăк çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех 5 е ытларах ачаллă пĕр çемьене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр, тăлăха тăрса юлнă 5 ачана, граждансене кивĕ тата юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассипе çыхăннă программăпа 7 çемьене хăтлă çурт-йĕр уйăрса панă. Социаллă пулăшу кÿме пур шайри бюджетсенчен 21,6 миллион тенкĕ уйăрнă.

ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ĕçлĕ çул çÿревпе Вăрмар тăрăхĕнче пулнă май поселокри çĕнĕ хваттерсен уççисене ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр, тăлăха тăрса юлнă 5 ачана, авариллĕ çуртсенчен куçнă 6 çемьене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă салтаксен тăлăха юлнă арăмĕсене панă. ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿмелли хушма мерăсем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн нумай ачаллă 37 çемье çĕр лаптăкĕсене тивĕçнĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх комплексне аталантарасси - тĕп задачăсенчен пĕри. Иртнĕ çул асăннă сферăна аталантарма вырăнти бюджетран 849 пин тенкĕ уйăрнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕн çут çанталăк газĕшĕн тата электроэнергишĕн парăм 7,4 миллион тенкĕпе танлашать. Çавăнпа та коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисене парăма вăхăтра татма ыйтатпăр.

Вăрмар районĕн 2020 çул инвестицин комплекслă программине çирĕплетнĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн 42 проект (49,21 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртмелле. Кунта Вăрмар поселокĕнче ача сачĕ тăвасси, хытă сийлĕ çул-йĕр хывасси, шыв пăрăхĕсен сечĕсене реконструкцилесси, пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасси, Спорт çурчĕн стадионне çĕнетесси, район больницин хирурги корпусне поликлиникăпа çыхăнтарасси тата ытти те.

2010-2012 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, инвалида тухнă 204 ветеран черете тăнă. Вĕсенчен 170-шĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, çав шутран 28 ветеран çурт-йĕр илнĕ.

2013-2020 çулсенче котельнăйсене реконструкцилеме, энергие перекетлекен оборудованисем вырнаçтарма, нумай хваттерлĕ çурт-йĕрсене уйрăммăн ăшă памаллине планланă.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх

Ĕç рынокне тĕрĕс йĕркелесе пыракансенчен пĕри вак тата вăтам предпринимательлĕх шутланать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне юридици сăпатĕнче тăракан пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре 122 предприяти, уйрăм çын предпринимательсем 723 шутланаççĕ. Вĕсенче икĕ пин ытла çын тăрăшса вăй хурать. Çакă район экономикин отраслĕнче тăрăшакансен пĕтĕмĕшле пайĕпе илес пулсан 44 процент пулать. Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцине тиесе янин калăпăшĕ 2012 çулта 38,5 процент чухлĕ ÿснĕ, 497 миллион тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул пĕчĕк бизнес аталанăвĕнче хушма ĕç вырăнĕ 39 йĕркеленĕ. 2013 çулта «ОВАС» Вăрмарти çĕвĕ фабрики» тулли мар яваплă общество - 50, «ДОКРОСС» акционерсен хупă обществи вара 25 ĕç вырăнлăх цехсем уçма палăртаççĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсенчен район бюджетне 8,1 миллион тенкĕ налук кĕнĕ, ÿсĕм унччехи çулпа танлаштарсан 105 процент. Иртнĕ çул «Иванов Ю.Г.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тата Васильева О.В. хурт-хăмăр ĕрчетме пĕрер миллион ытла грант тивĕçнĕ. Унсăр пуçне икĕ уйрăм çын предпринимательсем хăйсен бизнесне аталантарма 300-шер пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Çак ĕçе кăçал та пурнăçлама палăртатпăр.

Вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ тата культурăпа спорт ÿсĕмĕсем

Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан системăна модернизацилессипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен пурлăхпа техника базине çирĕплетме 10,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Унпа килĕшÿллĕн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам, Кивĕ Вăрмар, Кавал, Урнар шкулĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. ЧР ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласа Шăхаль тата Энĕшпуç шкулĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.

Чи пĕлтерĕшлĕ строительство объекчĕ - 160 ача вырнаçмалăх Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул. Хальхи вăхăтра унăн çивиттине витнĕ, шал енче штукатурка ĕçĕсем пыраççĕ. Республика кунĕ тĕлне капмар шкула хута яма палăртнă.

Пирĕн районта 17 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. ЧР Пуçлăхĕн «ЧР ял халăхне медицинăпа санитарин пирвайхи пулăшăвне парассин хушма мерисем çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал Кивĕ Вăрмарта модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртатпăр. «Земство тухтăрĕ» программăпа пирĕн района 2 тухтăр ĕçлеме килнĕ.

Сывлăх сыхлавĕн хуралĕнче медицина ĕçченĕсем çитменни тĕп ыйтусенчен пĕри. Çавăнпа та медицина ĕçченĕсене хамăр района ĕçлеме килмешкĕн майлă условисем туса парасси - район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри.

2012 çулта пирĕн районта муниципаллă бюджетлă культура учрежденийĕсем 17 йĕркеленнĕ. Вĕсем культурăпа канăвăн 38 учрежденисене пĕрлештерсе тăраççĕ.

Физкультурăпа спорт юхăмĕ пирĕн районта лайăх аталанса пырать. Пирĕн спортсменсем республикăра, Раççейре тата ун тулашĕнче те çитĕнÿсем туни курăмлă.

Акă иртнĕ çул Вăрмар тăрăхĕшĕн чи паллă пулăм - Лондонри çуллахи XXX Олимп вăййисене Т.Архипова (Петрова) бронза медаль çĕнсе илни тата пултаруллă ентеш Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ ята илме тивĕçлĕ пулни.

Район аталанăвĕ - пуçаруллă çынсенче. Пирĕн районта ĕçпе палăрнă мал ĕмĕтлĕ çынсем нумай. Эпир пурте пĕрле пĕр шухăшлă пулса, пĕр тĕллев тытса тачă çыхăнура ĕçлесен кăна район аталанса, тĕрекленсе пырасса шанса тăратăп.

ЧР ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласа Кавалти, Шăхальти культура вучахĕсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Кăçал вара Кĕтеснерти Культура çуртне çĕнетме палăртнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика