Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнасен юрри-ташши тыткăнларĕ

23 марта 2013 г.

Пысăк Енккасси ялĕнче ÿссе çунат сарнă Геннадий Сергеевич Сергеев чылай çул ĕнтĕ Красноармейск салинче пурăнать. Вăл хăйĕн пĕтĕм кун-çулне шалти ĕçсен органĕпе тачă çыхăнтарнă. Тĕрлĕ районта милици уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме тивет унăн. Тивĕçлĕ канура пулин те ватă чун хавалне, шÿт туйăмне çухатманни чуна савăнтарать. Г.Сергеев Красноармейск салинчи Культура çурчĕн ветерансен хорне, драма кружокне çÿрет. Анекдотсен кăларăмĕсене пухнăран салара ăна «юморист» теççĕ. Манмасть тăван ялне вăл. Акă, çак кунсенче Геннадий Сергеевич тивлечĕпе Пысăк Енккасси культура çуртĕнче Трак тăрăхĕнчен килнĕ «Туслăх» ветерансен хорĕ, арçынсемпе хĕрарăмсен вокал ушкăнĕсем куракансене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Тĕрлĕ фестиваль, конкурссен лауреат ятне çĕнсе илнĕ ушкăна чылай çул хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Алексеев ăнăçлă ертсе пырать. Мухтава тивĕçлĕ ушкăнра Ю.Молокина, В.Чернов пек юрăçсем, Ю.Романов купăсçăпа Г.Сергеев шÿт ăсти пурри - чăн телей. Палăртма кăмăллă: Ю.Молокина концертра хăйĕн çепĕç сассипе пурне те тыткăнларĕ. Вăрмар район ĕçченĕсем Юльăна пĕлме кирлĕ. Хăй вăхăтĕнче Кавал ялĕн хĕрĕ райĕçтăвком комитечĕн ял хуçалăх пайĕнче, комсомолăн район комитетĕнче тăрăшнă.

Г.Сергеев вара ял-йыш умĕнче тĕрлĕ шÿтсемпе ахăлтатичченех култарчĕ.

Концерт программине маттур та правур хĕр Надежда Филиппова ертсе пычĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика