Яншихово-Норвашское сельское поселение Янтиковского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун-чĕре юрланă чух

19 января 2016 г.

Чун-чĕре юрланă чух

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри кукамайсемпе асаннесем хĕллехи вăрăм каçсенче кичемленсе, тунсăхласа лармаççĕ. Кил-çуртри мĕнпур ĕçе вĕçленĕ хыççăн каçсерен ялти вулавăша васкаççĕ. Кунта шăп пилĕк çул каялла ал ăстисен «Тĕпел» клубĕ йĕркеленнĕ.

- Пирĕнтен пĕрне çавра менелникĕнче илемлĕ тутăр парнеленĕччĕ. Ал ĕçĕ кирек хăш хĕрарăма та кăсăклантарать. Çекĕлпе çыхнă хитре тутăр пире те илĕртрĕ, вăл вăхăтра унашкалли никамăнах та çукчĕ. Канаша кайса çийĕнчех темĕн тĕрлĕ çип туянтăмăр. Килте пĕччен çыхса ларма кичем, тепĕр чухне телевизор та йăлăхтарса çитерет, çавăнпа та каçсерен улах ларас терĕмĕр. Çапла пĕр кĕтмен çĕртен йĕркеленчĕ пирĕн «Тĕпел», - пĕр-пĕрне пÿлсех каласа кăтартаççĕ илемлĕ чăваш тумĕллĕ ăш пиллĕ аппасем.

Улаха çÿрекен хĕрарăмсем халь эрешлĕ тутăр кăна мар, кофта, шарф, алса-чăлха тата ăшă ытти япала çыхаççĕ. Ку енĕпе вĕсене Зоя Мижеева библиотекарь нумай пулăшать. Интернетран, тĕрлĕ журналтан ÿкерчĕксем тупса парать. Чей вĕретсе ĕçтерет. Кукăль-пÿремечне кашниех килтен пĕçерсе килет. «Зоя Витальевна компьютерпа ĕçлеме те хăнăхтарчĕ. Килте халь кашнийĕнех Интернет пур. Хамăрăн улах каçне видеопа курсах ларатпăр, пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашатпăр», - каласа кăтартать ветерансен ертÿçи Зоя Герасимова.

Юрра-ташша ăста кинемисем клуб çумĕнчех «Тĕпел» ансамбль йĕркеленĕ. Районти, ялти уявсенче яланах сцена çине тухаççĕ вĕсем. Репертуарта юрă-ташă та, сăвă, вăйă, кулăш та пур. Зоя Васильева режиссер нумай пулăшать вĕсене. 2012 çулта районта ирттернĕ «Талантсем» фестивальре палăрнă ушкăн. Çакăн хыççăн татах та хавхаланса кайнă. 2014 çулта Йĕпреçре иртнĕ «Ман чун-чĕре юрлать» фестивальрен дипломпа таврăннă маттурсем. Иртнĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Алăкран тухрăм, тайăлтăм» фестивальре «Шурă хурăн мĕнрен ÿсет» юрăпа 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Кайран Шупашкарта иртнĕ гала-концерта та хутшăнма тивĕçнĕ.

Ал ăстисем мĕнпур уява пĕрле ирттереççĕ. Унсăр пуçне ялти ватăсене юбилейпа саламлама çÿреççĕ, кашнинчех пĕчĕк парнепе савăнтараççĕ.

«Тĕпелсем» авалхи чăваш тумĕпе тухаççĕ сцена çине. Килтен киле çÿресе сурпан, тенкĕллĕ мăй çыххи те, çăпата шыраса тупнă вĕсем. Ятарласа чăваш тĕрриллĕ саппунсем, кĕпесем çĕлеттернĕ. «Акă манăн кĕпе кукамайăнах, 90 çул каяллахиех вăл, арчара выртнăскер кивелме те пĕлмест. Патăрьел тăрăхĕнчи Ульяновкăран илсе килнĕ эпĕ çак пир кĕпене», - паллаштарать Зоя Герасимова.

Енĕш Нăрвашри асанне-кукамай Удмуртири «Буран кинемисенчен» нимĕнпе те кая мар. Сăмах май, «Паян пирĕн пысăк уяв» юрра вĕсен кĕввипе шăрантараççĕ. «Тĕпел» ушкăнăн хăйĕн гимнĕ те пур.

«Эпир, улах ларакансем, пурте пĕрешкел кăмăллă. Пирĕн хушăра кĕвĕçÿ, курайманлăх çук. Туслăха, тăванлăха мала хуратпăр эпир, килĕштерсе пурăнсан çеç çитĕнÿ тума, малалла кайма пулать. Пĕр-пĕрне темиçе кун курмасан тунсăхласах çитетпĕр. Икĕ эрнере пĕр хутчен пуçтарăнма вăхăт тупатпăрах», - чунне уçаççĕ ушкăнрисем.

Темле вăй-хăват тапса тăрать тейĕн вĕсенче. Кинемисен сăн-питĕнче йăл кулă çиçет. Чунĕпе те çамрăк вĕсем. Кашни куна усăллă тата асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ «Тĕпелсем». Тăван халăх йăли-йĕркине, аваллăхне çамрăксем ан манччăр, вăл ламран лама куçса пытăр тесе тăрăшаççĕ. Ÿркенмеççĕ кинемисем, çывăхри «Славаш» вăрманне йĕлтĕрпе ярăнма, Тăвайне шыва кĕме çÿреççĕ. Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетнине, ĕмĕре вăрăмлатнине пĕлеççĕ вĕсем. Чун-чĕре юрланă чухне, çемьере, кил-йышра, тăван-пĕтенпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ чухне мĕншĕн савăнас мар?

Елена АТАМАНОВА.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика