Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕ усăллă иртрĕ

23 марта 2013 г.

Мартăн 20-мĕшĕнче пирĕн района тĕп хуламăртан информаци кунĕ ирттерме ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Унăн йышĕнче ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин руководителĕ С.П.Димитриев, Чăвашстат ертÿçи Э.Г.Максимова, ЧР конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин руководителĕн çумĕ А.Ю.Елисеева, РФ Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен Чăваш Республикинчи управленийĕн начальникĕн çумĕ А.С.Ботин тата ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ А.А.Новиков пулчĕç.

Информкунăн тĕп темисем: çур акине хатĕрленессине йĕркелесси, РФ пенси тытăмĕн 2030 çулчченхи аталану стратегине пăхса тухасси, коммуналлă пулăшусен тарифĕсемпе паллаштарасси. Шупашкартан килнĕ хăнасем темиçе ушкăна пайланса тĕрлĕ ял поселенийĕсене саланчĕç, информкунăн темисене халăхпа сÿтсе яврĕç.

С.П.Димитриевран, район администрацийĕн пуçлăхĕнчен М.Р.Афанасьевран тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕнчен С.В.Горбуновран тăракан ушкăн Урмаел ял поселенине çитсе курчĕ. Унта вĕсем чи малтанах пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕç, кунти ĕç-хĕлпе интересленчĕç, информаци кунĕн темисем тавра калаçса ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав шырарĕç. Малалла вĕсем Урмаелĕнчи информаципе культура центрĕнче пулчĕç, унтан вăтам шкула çул тытрĕç. Ял çыннисене уйрăмах пенси тытăмĕпе çыхăннă ыйтусем интереслентерни палăрчĕ. С.П.Димитриевпа С.В.Горбунов кашнин çинех тивĕçлĕ хурав пачĕç, пенси тытăмĕ мĕнле ĕçленипе, пенси укçи епле йĕркеленнипе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Çавăн пекех Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика