Яншихово-Челлинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Красноармейский район

Яншихово-Чёллинское

сельское поселение

 
 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак районне — 81 çул

15 января 2016 г.

Трак районне — 81 çул

Трак районне йĕркеленĕренпе 81 çул çитрĕ. Çавна май иртнĕ тунтикун район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ О. Димитриев, район администрацийĕн ертỹçи С. Молотков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. Андреев, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов, ЧР муниципаллă йĕркелỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕх ертỹçи А. Львов, хамăр тăрăхри вĕрентỹпе культура, ытти тытăмра ĕçлекен ертỹçĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ О. Димитриев уçнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Андреев вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин тĕп-специалист-экспертне Э. Петрована “ЧР вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн” Мухтав паллипе, общество ĕçне активлă хутшăннăшăн ĕçпе вăрçă ветеранне М. Прохорова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне, чыслă ĕçшĕн “Таябинка” агрофирма водительне В. Петрова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине панă. ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕн С. Кудряшовăн аллинчен М. Арсентьев, И. Гурьева, В. Платонов, А. Сергеева “ЧР ĕç ветеранĕ” удостоверени илнĕ. Сергей Владимирович Кĕçĕн Шетмĕ шкул директорне А. Соловьевана вĕр çĕнĕ автобус уççине тыттарнă. Çав кун çамрăксен пĕр ушкăнĕ Раççей гражданинĕн паспортлĕ пулса тăнă. Тĕп документа каччăсемпе хĕрсене С. Кудряшовпа федераллă миграци службин ЧР Управленийĕн районсем хушшинчи Çĕрпỹ хулинчи пайĕн Красноармейски ялĕнчи территори пункчĕн начальникĕ А. Трофимов панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Молотков пухăннисене иртнĕ çулăн малтанхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, умри тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсем А. Васильев, Н. Васильев, Н. Карпов, М. Прохоров, И. Софронов, И. Харитонов “Красноармейски район умĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” медале тивĕçнĕ. Вĕренỹ, тĕпчев, творчество, производство, управлени, спорт тата общесто ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Трак енри пултаруллă çамрăксен пĕр ушкăнĕ — А. Иванова, И. Васильев, Ю. Терентьев, З. Петрова, Т. Маркова район администрацийĕн пуçлăхĕн уйăхсерен паракан стипендине илсе тăрĕç. Юлашкинчен “Хавал” ансамбль хăйĕн савăк юрри-кĕввипе савăнтарнă. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский р-н, с.Яншихово-Чёллы, ул.Учительская, д.1
Телефон: 8(83530) 34-2-19
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика