Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харăсах икĕ кĕнекене пахаларĕç

16 декабря 2015 г.

Пултаруллă çынсем сахал мар пирĕн районта. Тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан патриотсене пỹрне хуçсах шутласа кайма пулать. Хăш-пĕрисен тата пĕр енлĕ талант çеç те мар. Çак шухăш патне çитрĕм эпĕ Раççей Федерацийĕн Конституци кунне уявланă май Кзыл Чишмари культура çуртĕнче ирттернĕ черетлĕ мероприятире. Ăна çак ялта çуралса ỹснĕ З. Азизовăн "Вспомним всех поименно" тата М. Шакировăн "Родная земля" кĕнекисене презентациленипе пĕрле йĕркеленĕ.

Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ М. Айзатулловпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р. Минаев историне юлакан ĕçсен пахалăхне вырăна хурса хакланине палăртрĕç. Кĕнекесене кăларма пулăшнă "Таиф" акционерла пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн çумне Г. Сафинăна тав турĕç.

Çĕршыв историне кĕрсе юлакан паллă тапхăрсем, самантсем, ятсем сахал мар. Вĕсем çинчен çырмаллах. Ырри ăруран ăрăва куçса пытăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи те яла хурлăх кỹнĕ. 281 салтакран 134-шĕ каялла таврăнайман. Çĕнтерỹшĕн пуç хунă паттăрсен ячĕ манăçмĕ. Ульяновскинчи техника университечĕн доценчĕ, географи наукисен кандидачĕ Загит Керимович ку енĕпе чăнласах та ырă ĕç турĕ. Кĕнекене Л. Исхаков, М. Абдуллин, А. Лоткова, Л. Губайдуллина, Д. Вахитова статйисем те кĕнĕ.

Çĕршыва юратасси _ ăсталăх. Чăваш Ен хирĕсемпе вăрманĕсене, юхан-шывĕсемпе сăрчĕсене сахал мар ỹкернĕ Раççей художниксен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Шакиров ỹнерçĕ хăйĕн ĕçĕсенче. Çак мĕнпур илемлĕхе Мидхат Алимзянович кĕнекере сăнланă.

Ял халăхĕ ентешĕсен пултарулăхĕпе тивĕçлипех савăннине палăртрĕ. Вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе пĕчĕк çĕршыва чапа кăралаççĕ-çке.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика