Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕНĕ çУЛА _ çĕНĕ çУРТА!

26 декабря 2015 г.

 Красномайскинче пурăнакан Гавриловсемпе Чăваш Ишекĕнчи Сорокинсемшĕн 2015 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕ яланлăхах асра юлĕ. Нумай ачаллă çак икĕ çемье Çĕнĕ çул умĕн патшалăх парнеленĕ çĕнĕ çуртăн çăра уççине алла илчĕç. Çĕнĕ çуртсене "Стройкомфорт" тулли мар яваплă общество строителĕсем ăсталанă, хăтлăх кỹнĕ.

Çакна та палăртма кăмăллă: кăçал нумай ачаллă тăватă çемьене патшалăх çĕнĕ те хăтлă çуртсем туса панă. Вăл шутра иккĕшĕ _ Ыхра Çырми ял тăрăхĕнче, ыттисем Туçа тата Кзыл Чишма поселенийĕсенче.

Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов савăнăçлă мероприятисене хутшăннă май çемьесене шанчăклă малашлăхпа пурăнма ырă суннă, юлашки çулсенче Раççей правительствипе Чăваш Республики нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли хăтлă çуртпа тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Сăмах май, 2009 _ 2015 çулсенче пирĕн районти 21 çемьене (43 миллион тенкĕлĕх) Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшỹллĕн пурăнмалли условипе тивĕçтернĕ.

Красномайскинчи Светлана Алексеевнăпа Анатолий Меркурьевич тата Чăваш Ишекĕнчи Сергей Ивановичпа Алевтина Алексеевна çемйисенче пилĕк- шер ача çитĕнет. Пысăк çемьесемшĕн çакă виçесĕр савăнăç темелле.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика