Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç ыйтнă пек ĕçлесе 85 çула çитрĕ

20 марта 2013 г.

Пĕчĕк Енккассинче çуралса ÿснĕ, унтах тĕпленсе пурăнакан Павел Порфирьевич Порфирьевăн кун-çулĕ интереслĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕнле кăна яваплă должноçсенче вăй хума лекмен-ши унăн? Пур çĕрте те хăйне шанса панă ĕçе чунтан парăнса пурнăçланă, хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн мĕн пур вăй-халне панă.

Çамрăклах çĕр ĕçне парăннăскер, çирĕп пĕлÿсĕр малалла кайма май çуккине туйса илет. Пысăк Енккассинчи ял çамрăкĕсен каçхи шкулне вĕренсе пĕтерсе вăтам пĕлÿ илет. 1948-1952 çулсенче хĕсметре Монголире 4 çул тăрать. 1964 çулта Шупашкарта колхозсемпе совхозсем валли ертсе пыракан кадрсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухать. Колхозсемпе совхозсен экономики тата ял хуçалăх производствине йĕркелесси; пĕтĕмĕшле çĕр ĕçĕ тата ÿсен-тăран çитĕнтересси; выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси; ял хуçалăхне механизацилесси тата электрификацилесси предметсемпе экзаменсене пурне те «пиллĕк» паллăсемпе тытать.

Пурнăç пĕлĕве малалла ÿстерсе пыма хистет. 1980 çулта Вăрнарти совхоз-техникумран ăнăçлă вĕренсе тухать, агроном дипломне алла илет.

Илнĕ пĕлÿпе производствăра анлăн усă курать. Тăрăшулăхне кура ăна «Знамя» колхоз председателĕн заместителĕ пулма çирĕплетеççĕ.

- Хуçалăха нумай çул Семен Иванович Галкин председатель ертсе пычĕ. Унпа ĕçлеме лайăхчĕ. Пултаруллă организатор пулнă май, дисциплинăна çирĕп тытатчĕ. Воспитани ĕçне пысăк вырăна хуратчĕ. Колхозниксем тăрăшса вăй хуратчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн колхоз тыр-пул тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе районта малтисен ретĕнче пыратчĕ, - аса илет иртнĕ çулсене ветеран.

Хуçалăх ÿсĕмĕсенче П.Порфирьевăн тÿпи те пĕчĕк пулман. Ял хуçалăх производствине аталантарас, йышăннă обязательствăсене ăнăçлă пурнăçлас тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн ăна «Хисеп Палли» орденпа наградăласа пысăк чыс тăваççĕ.

Хăй вăхăтĕнче колхозникран пуçласа трактор бригадин учетчикĕ, комбайнер помощникĕ, бригадир,ферма заведующийĕ, хăрушсăрлăх техники инженерĕ пулнă, колхоз председателĕн заместительне çити ÿснĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вунă çула яхăн хăмла бригадин бригадирĕнче вăй хунă.

Обществăлла ĕçсенче те хастар пулнă ветеран. 1970-1988-мĕш çулсенче республикăри Мире хÿтĕлекен комитет ĕçне районта пулăшас енĕпе ырă тĕслĕх кăтартнă. Ăна темиçе хутчен те Аслă Чак ял Совет депутатне, партбюро секретарьне суйланă.

Хальхи вăхăтра вăл районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ. Ял хыпарĕсене, ялтан тухнă паллă çынсем çинчен пĕлтерсех тăрать.

Пултаруллă организаторăн, пурнăçра лайăх енĕпе тарăн йĕр хăварнă ырă çыннăмăрăн кăкăрне «Хисеп Палли» орденсăр пуçне «1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ, «Ĕç ветеранĕ» медаль тата ытти наградăсем илем кÿреççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн панă тĕрлĕрен Хисеп грамотисем те унăн темĕн чухлех.

Ватлăх кунĕсем, çулĕсем иртсе пыраççĕ пулин те кил хушшинчи ĕçсемсĕр пуçне çĕр улми, пахча çимĕç тытмалли, кăмпа, çырла пуçтармалли, илемлетсе тунă карçинккасем ăсталать. 2009 çулта Вăрмарта ирттернĕ Республика кунĕн уявĕнче ăна «Ăстасен хулинче» выставкăра ăсталăхне кăтартнăшăн дипломпа наградăланă.

Павел Порфирьевич хăйĕн мăшăрĕпе, Руфина Ивановнăпа, 4 ывăлпа 3 хĕр çуратса, тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсен кил-çурчĕсенче пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшне 16 мăнукпа 12 мăнукĕн ачисем савăнтараççĕ.

Çак кунсенче Павел Порфирьевич 85 çул тултарать. Чунĕпе ватăлмасть-ха ветеран. Район хаçатне те тăтăшах çырса тăрать. Малашнехи пурнăçра ăна иксĕлми вăй-хал, хаçатпа малашне те тачă çыхăну тытма ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика