Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ташă - пурнăçăн хăйне евĕр кĕске сыпăкĕ"

15 декабря 2015 г.

çапла пуçланчĕ Наталия Лукинапа иксĕмĕр хушăмăрти калаçу. Тĕрĕссипе каласассăн халĕ ĕнтĕ Наталия Владимировна Королева вăл. Нумаях пулмасть Наталия Тăвай ялĕнче ĕçлесе пурăнакан Сашăпа çемье çавăрчĕ, çырăннă хыççăн унăн хушаматне йышăнчĕ. Наташăна Тăвай халăхĕ тен туллин пĕлсех те каймасть пулĕ-ха. Хитре сăн-сăпатлă, ăш пиллĕ те çыпăçуллă хĕр икĕ çул каялла Тăвайри культура керменĕн сцени çинче иртнĕ "Тăвай пики-2013" конкурсра хăй пултарулăхне пур енĕпе те кăмăла каймалла уçса пачĕ. Çав самантран нумайăшĕн асĕнче палăрса юлчĕ вăл.

Наталия Королева Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралса ỹснĕ. 2010 çулта, Тăрмăшра 9 класлă пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕрет. Тăватă çул хушши вĕренсе, тарăн пĕлỹ пухса, ăсталăхне ỹстерсе халăх художество культури специальноçне алла илет 2014 çулта. Чăваш патшалăх культурăпа искусствин институтне коллективăн художество ертỹçи специальноçпа заочно вĕренме кĕнĕ. Çав çултанпах ĕнтĕ Тăвай культура керменĕнче "Тăвай ен" ансамбль балетмейстерĕнче ĕçлеме пуçăннă.

Н.Королева хăйĕн ĕçне питĕ кăмăлласа пурнăçлать. 1-11 классенче вĕренекен ачасене тĕрлĕ ташăсене вĕрентет. Занятисене арçын ачасемпе те, хĕрачасемпе те ирттерет. Унăн ташшисем тĕрлĕ енлĕ те пуян: хальхи саманана тивĕçлĕ ташăсем, урам ташшисем, локинг, хип-хоп, хаус, вок, вакинг, дэнс-холл.

Районти пĕр мероприяти те вăл вĕрентекен çамрăк ташă ăстисемсĕр иртмест. Республика шайĕнче те маттур кăтартаççĕ хăйсене. Сăмахран каласан, Наталийăн ташă ушкăнĕсем хăй вĕренсе тухнă культура училищипе институтĕнче иртнĕ "Вдохновение" конкурсра аслă ушкăнри ачисем 2-мĕш вырăн йышăннă, "Калейдоскоп" конкурсра вăталăх ушкăнĕ 3-мĕш вырăн, аслисем 2-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çавăн пекех унăн ташă ушкăнĕ Канаш хулинчи культура керменĕнче "Пирĕн ятсем" конкурса хутшăнса 3-мĕш вырăна тухма пултарнă. Çамрăк вĕрентекен, ỹркенмен чухне, аслă ушкăнри ачасемпе пĕрле тăрса хăй те ташлать. Ташăсене вĕрентекене ашшĕ-амăшĕ хисеплет, харпăр хăй ачисене занятисене вăхăтра илсе пырса тăрать. Ташă мелĕсене вĕренме çỹрес текенсене Наталия Тăвайри культура керменĕнче яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илет.

О.ГРИГОРЬЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика