Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансене халалласа

15 декабря 2015 г.

Мирлĕ вăхăтра пурăнатпăр пулсан та ветерансем çинчен манас килмест. Çакна тĕпе хурса иртнĕ шăмат кун, декабрĕн 12-мĕшĕнче, Ураскилт шкулĕнче ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене СОБР тата «вĕри точкăсенче» пулнă ветерансене халалларĕç.

Малтанах çамрăксем умĕнче Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.И. Данилов тухса калаçрĕ. Олег Иванович шкул ачисене вĕренÿре тата спортра çитĕнÿсем тума, çирĕп сывлăхлă пулма хавхалантарчĕ. Шкул директорĕ В.Н. Миронов та çак сăмахсене çирĕплетрĕ.

Хыççăн кĕçĕн классенче вĕренекенсем «хаваслă стартсем» конкурса хутшăнчĕç. Ачасем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Çапах та «Оба-на» ушкăн маттуртарах пулчĕ. Аслăрах классем хушшинче «Пĕлмес» ушкăна çитекенни пулмарĕ. Мини-футболла выляссипе те ăмăртусем çивĕч иртрĕç. Вăйăсене кÿршĕллĕ шкул командисем те хутшăнчĕç. Хĕр ачасем хушшинче Мăн Вылă шкулĕн çамрăкĕсем малти вырăна йышăнчĕç, куçса çÿрекен Кубока çĕнсе илчĕç. Çапах та ураскилтсем парнесемсĕр юлмарĕç. Каччăсем малтисем пулчĕç, тавăтсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Çĕнтерÿçĕсем грамотăсемпе медальсене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Çак ăмăртусем кăçалхипе иккĕмĕш хут иртрĕç. Çитес ăмăрту февраль уйăхĕнче вăй виçессипе пулĕ.

С. ЛАВРЕНТЬЕВ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика