Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Декабрь, 14 - Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ

11 декабря 2015 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çулленех 2013 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли куна ирттереççĕ. Кăçал вăл декабрĕн 14-мĕшĕнче пулать.

Çав кунхине вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн, патшалăх органĕсен е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçлĕ приемнăйĕсене пыни çинчен пĕлтернисене уйрăммăн йышăнаççĕ. Ку органсен уполномоченнăйĕсем пĕлтерекенсене видео-конференц-çыхăну, видеоçыхăну, аудиоçыхăну е урăхла йышши çыхăну режимĕпе çыхăнтарас енĕпе тивĕçтереççĕ.

Уйрăммăн йышăнасси черет йĕркипе иртет, пĕрле паспорт пулмалла. Граждансене Элĕк район администрацийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, вырăнсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем йышăнаççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика