Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2016 çулта мĕнле канăпăр?

08 декабря 2015 г.

Çитес çул ытларах канăпăр. Çĕнĕ çул уявĕ 10 куна тăсăлĕ. Эрнере 5 кун вăй хуракансем январĕн 11-мĕшĕнче çеç ĕçе тухĕç. Январь уйăхĕн 2,3-мĕшĕсем шăматкунпа вырсарникуна лекнĕрен вĕсемшĕн çуркуннехи уявсенче ытларах кантарĕç.

Февраль уйăхĕн 20-мĕшĕнче, шăматкун, ĕç кунĕ шутланать. Урăхла каласан, ун чухне февралĕн 22-мĕшĕ вырăнне (тунтикун) вăй хуратпăр. Çапла вара 21-23-мĕшĕсенче канăпăр. 20-мĕшĕ кĕске кун шутланать.

Март уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче ĕçлеместпĕр. 7-мĕшĕ, тунтикун, ĕç кунĕ шутланать пулсан та килте пулăпăр. Кăрлачри пĕр куншăн канăпăр.

Май уйăхĕнче «каникул» яланхи пекех икĕ ушкăна пайланать: 1-3-мĕшĕсем тата 7-9-мĕшĕсем. Май уйăхĕн 3-мĕшĕнче январьти тепĕр куншăн кантараççĕ.

Июнь уйăхĕнче Чăваш Енре пурăнакансемшĕн кану кунĕсем вăрăмрах: июнь уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче ĕçлеместпĕр, Раççей кунне уявлатпăр, 24-26-мĕшĕсенче - Республика кунне.

Ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Ун чухне 4-6-мĕшĕсенче канăпăр.

2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ шăматкун лекнĕрен ĕç кунĕ шутланмасть. Кăçал вара çак кун ĕçлемех тивет. Мĕншĕн тесен РФ Патшалăх Думи раштавăн 31-мĕшне уявсен йышне кĕртмешкĕн хирĕçленĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429242, Аликовский район, с. Большая Выла, ул. Калинина, д. 1
Телефон: 8(83535) 51-2-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика