Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хаклă çын

05 декабря 2015 г.

Анне... Çын хăйĕн пурнăçĕнче çак сăмаха пĕрремĕш калать. Тĕнчери мĕнпур чĕлхепе вăл çепĕç те ачаш, хумхануллă та илемлĕ илтĕнет.
Çĕр çинчи чи хаклă çынсене - аннесене чыслама пуçтарăнчĕç Мăнçырмари Культура çуртне ноябрĕн 28-мĕш кунĕнче. Уяв пулнине сиснĕ пекех çанталăкĕ те лайăх пулчĕ. Ача-пăчаран пуçласа чылай çула хыçа хăварнă хĕрарăмсем таранах пуçтарăнчĕç ăшă та хăтлă клуба. Уяв программине тĕплĕ те шухăшласа хатĕрленĕ ăна ертсе пыракансем - культура çурчĕн заведующийĕ Э.Кузнецовăпа ялти библиотека заведующийĕ Н.Ильина.
Амăшĕн кунĕ ячĕпе саламласа нумай ăшă сăмахсем каларĕç. Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Романов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Егоров, Мăнçырма ял тăрăхĕн депутачĕ, вăтам шкул директорĕ В.Николаев. Аннесене, асанне-кукамайсене, мăн асанне-мăн кукамайсене чыслама, вĕсен кăмăлне хăпартлантарма, хавхалантарма пысăк концерт хатĕрленĕ культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕнчи «хĕрсемпе» шкул ачисем. Юрă-ташăпа пĕрлех тĕрлĕрен вăйăсем, конкурссемпе викторинăсем ирттерчĕç амăшĕсемпе концерта ертсе пыракансем. Кукамай-асаннесем çамрăк амăшĕн тивĕçĕсене мĕнле пурнăçлама пултарнине те тĕрĕслерĕç: хупланă куçсемпе хĕрĕсене кашăкпа апат çитерчĕç, пĕчĕк «ачасене» ?пуканесене% чĕркеттерчĕç. Манман иккен-ха çамрăк кукамай-асаннесем, аннесем çамрăк амăшĕн ĕçĕсене. Конкурса хутшăннă амăшĕсем пур ĕçе те кĕске вăхăтра, таса та тирпейлĕ тума пултарнине кăтартрĕç.
Пысăк концерт хыççăн пухăннă амăшĕсем çавра сĕтел хушшинче уява малалла тăсрĕç. Ырă çынсен пысăк пулăшăвĕ сисĕнет уяв сĕтелĕ çине пăхсан. Ăшă калаçу, кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене сÿтсе явасси, пĕр-пĕрин пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлесси... тем çинчен те пычĕ сăмах. «Чун ватăлмасть» тени тĕрĕссине çирĕплетрĕç уява пухăннă амăшĕсем. Çамрăк чухнехи юрăсене те, хальхи вăхăтрисене те пĕр юрă хыççăн тепĕрне шăрантарчĕç вĕсем. Сассисем вара... Ахальтен мар пуль ĕнтĕ вĕсене тепĕр концерт ирттернĕ чухне хутшăнма сĕнчĕç.
Уяв саманчĕсем нумайлăха асра юлччăр тесе пурне те пĕчĕк парнесемпе чысларĕç. Тулли кăмăлпа савăнчĕç амăшĕсем вăраха тăсăлнă уяв каçĕнче.
 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика