Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесене мухтар, вĕсем умĕнче пуç таяр!

02 декабря 2015 г.

"Çыннăн мĕнпур пахалăхлă енĕ - çутçанталăкран тата амăшĕн юратăвĕнчен», - тенĕ халăх ăс-хакăлĕ. Чăн та, амăш юратăвĕн виçи çук. Ун ырă та çутă сăнарĕ çинчен ахальтен мар ĕнтĕ поэтсем сăвăсем калăплаççĕ, писательсем калавсемпе романсем çыраççĕ, композиторсем юрăсем кĕвĕлеççĕ. Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче ?кăçал вăл ноябрĕн 29-мĕшне килчĕ% Раççейре Амăшĕн кунне паллă турĕç. Ăна амăшĕн социаллă пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе РФ Президенчĕн 1998 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн палăртаççĕ.
Çак ырă та ăшă кун амăшĕсене чыслама халăх йышлăн пухăннă райадминистрацин лару залне.
«Анне! Çак çепĕç те ăшă сăмаха илтсессĕн кашни хĕрарăмăн чĕри ăшăлăх туйăмĕпе, хăйĕн тĕпренчĕкĕн юратăвĕпе тулать. Хĕрарăма амăшĕ пулма Турă пилленĕ. Мĕн тери пысăк телей çакă! Вăл ачасемшĕн те, ÿссе çитĕнсен çын пулсан та, ватăлсан та - унран пахи никам та çук. Ÿксен ыратни те, хăш-пĕр ĕçе тĕрĕс мар туни те аннесем ăшшăн пăхсан, çепĕç сăмах каласан йăлтах иртсе каять. Пурнăç çулне аннесен пилĕпе утса тухакансем телейлĕ. Хăш чухне, чĕре хÿхлесе макăрнă вăхăтра, анне кăкăрĕ çине пуçа хурса, чуна уçса калаçни мĕне тăрать», - хăй те амăшĕ пулнă май пĕтĕм чĕререн палăртать райадминистрацин ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ В.Волкова. Чи малтанах уяв ячĕпе Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ «Березка» ача садне çÿрекенсем кунта килнĕ амăшĕсене, хăнасене саламларĕç. Вĕсем сăвăсене çĕкленÿллĕ туйăмпа вуланипе, юрăсене чуна тыткăнламалла шăрантарнипе пурне те тĕлĕнтерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов шăпах кунта паян районти хула, ял тăрăхĕсенче пурăнакан обществăлла ĕçре активлăхпа палăрнă хисеплĕ хĕрарăмсене-амăшĕсене - К.Тепловăна (Арапуç), Е.Васильвăна (Энтрияль), З.Григорьевăна (Аслă Чак), Л.Яковлевăна (Пысăк Енккасси), С.Чубуковăна (Çиçтĕпе), Е.Селиховăна (Кивĕ Шулхан), А.Егоровăна (Çитмĕш), Е.Николаевăна (Мăнçырма), Л.Петровăна (Кивĕ Вăрмар), Л.Васильевăна (Хĕрлĕçыр), И.Васильевăна (Вăрмар поселокĕ), Е.Семеновăна (Чулкас), В.Галкинăна (Патти), Е.Илларионовăна (Шăхаль), Р.Моряковăна (Пинер), Г.Семеновăна (Энĕшпуç) (ÿкерчĕк çинче) Чăваш Ен хĕрарăмĕсен Канашĕн районти уйрăмĕн ячĕпе Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем, тăванĕсем вĕсене чунтан саламларĕç, чечек çыххисем парнелерĕç. «Тин калаçма пуçлакан ачан пĕрремĕш сăмахĕ те ытларах чухне «анне» сăмахран пуçланать. Çĕр çинче аннерен çывăхрах тата хаклăрах çын çук. Анне сăнарĕ пирĕнте чи ырă та çутă туйăмсем çуратать. Йывăр вăхăтсенче вăл яланах пулăшать, ачипе амăшĕ пĕр-пĕринчен аякра пурăннă чух та ăшă сăмахпа та пулин вăй-халпа шанăç парса тăрать. Анне çинчех çемье тытăнса тăрать, мĕншĕн тесен вĕсемех çемье ăшшине упраççĕ. Ĕмĕрсен тăршшĕпех вăл çапла пулĕ», - ăшшăн калать сăмахне Александр Иванович.
Çапла, аннесем пур чух эпир чи телейлисем. Ахальтен мар «Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян», - тесе шăрантарать В.Адюков та хăйĕн пĕр юрринче.
 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика