Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмар хĕрĕсем - чи хитрисем

07 ноября 2015 г.

Çулсеренех районта «Вăрмар пики» конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та октябрĕн юлашки кунĕнче асăннă конкурс çÿллĕ шайра иртрĕ. Ăна хатĕрлекенсем çакăн пек тĕллевсене тĕпе хурса йĕркеленĕ: çамрăксем хушшинче, çав шутра шкул вĕренекенĕсем хушшинче те чи пултаруллисене, чи талантлисене тупса палăртасси* чăваш халăхĕн ламран-лама куçса пыракан ырă йăли-йĕркисене тытса пырасси тата ăна сыхласа хăварасси* обществăри, социаллă тата культура çыхăнăвĕсене аталантарасси.
Вăрмарти культурăпа кану Çуртĕнче каçкÿлĕм халăх йышлăн пуçтарăннă. Сăлтавĕ те пур. Кунта «Вăрмар пики-2015» конкурс кĕçех пуçланать. Акă, хаваслă мероприяти пуçланнине пĕлтерсе чăн малтанах çутă та хăтлă сцена çине «Капельки» ташă ушкăнĕ хăйĕн çĕнĕ ташшипе куракансене савăнтарчĕ. Унтан конкурсанткăсем черетлĕн илемлĕн утса сцена çине тухса пычĕç. Кунтах конкурса ертсе пыракансем - культура Çуртĕнче вăй хуракансем - хитре те çепĕç чăваш чĕлхипе хутшăнма кăмăл тунă хĕрсемпе паллаштарчĕç. Акă, вĕсем: А.Семенова (Кавал ял тăрăхĕ), К.Егорова (Кĕтеснер ял тăрăхĕ), К.Романова (Мăнçырма ял тăрăхĕ), Н.Александрова (Арапуç ял тăрăхĕ), Л.Иванова ?Вăрмар хула тăрăхĕ%. Шăпах пилĕк пикен пултарулăхне 5 пайран тăракан тĕрлĕ номинацисенчи кăтартăвĕсем тăрăх жюри членĕсем тивĕçлĕн хаклĕç. Шоу вăхăтĕнче пикесем чăваш наци тумĕпе, унтан илĕртÿллĕ каçхи кĕпесем тăхăнса подиум тăрăх хитре утма пултарнипе, хăйсене сăпайлă тытнипе куракансене тыткăнларĕç, çийĕнчи тумĕсен деталĕсене уçăмлăн сăнласа кăтартрĕç. Тутлă апат-çимĕç пĕçерме пултарнипе те маттур хĕрсем. Интеллектпа творчество конкурсĕнче те чи çивĕччисем, чи тавçăруллисем вĕсем. Хĕр-пикесем конкурс вăхăтĕнче пăшăрханчĕç те, хумханчĕç те пулĕ, анчах та пĕтĕмĕшле илсен икĕ сехет ытла пынă программа залра курма килнĕ халăхăн кăмăлне кайрĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр вĕçĕмсĕр алă çупрĕç, хавхалантарчĕç. Жюри членĕсем вара конкурсанткăсем хушшинче чи çепĕççине, чи çаврăнăçуллине, чи илемлине палăртрĕç - «Вăрмар пики-2015» ята пултаруллă К.Романова çĕнсе илчĕ. Унтан «Вице Вăрмар пики» ята А.Семенова, «Хÿхĕм пике» - К.Егорова, «Çепĕç пике» - Л.Иванова, «Ăслă пике» - Н.Александрова тивĕçрĕç. Пурне те парнесемпе чысларĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика