Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнтапара часавай çĕкленет

20 октября 2015 г.

Çĕнкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Виктор Иосифович Викторов пуçарнипе Юнтапа салинче часавай тума пуçланă. Хальхи вăхăтра никĕсне хывнă, йывăç стенана хăпартаççĕ.

Часавай çĕклемелли вырăна Турă правилисемпе килĕшÿллĕн Калинино салинчи чиркÿ протоиерейĕ Сергий Моряков çветтит тунă.

Христиансен йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн строительство ĕçĕсене Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакансем пулăшнипе пурнăçлаççĕ. Вăрнар районĕнчи Хурапыр, Кушар-Юнтапа, Уйкас-Юнтапа ялĕсенчи хăш-пĕр граждансем часавай тума май пур таран укçа-тенкĕ уйăрма шутланă.

Стена хăпарсах пырать. Кунта ытларах Кивкас, Çĕнкас ялĕсенче тата Юнтапа салинче пурăнакансем ĕçлеççĕ. Çывăх вăхăтрах Турă çурчĕ уçăласса шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика