Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Смотр-конкурсра çĕнтерчĕç

30 октября 2015 г.

Агропрмышленность комплексĕнче машина-трактор паркне тăтăшах çĕнетсе пыма май çук. Çавна май пур пеккипе кирлĕ пек усă курма тăрăшмалла. Техника ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе тимлени уйрăмах кирлĕ. Çав тĕллевпе ĕçрен пушаннă техникăна хĕл каçарма лартассине тĕрĕслессипе районта смотр-конкурс иртрĕ.

Лайăххине асăнма та кăмăллă. Ял хуçалăх предприятийĕсем техникăна кирлĕ пек упрас, унпа чылай çул усă курас тесе хăш-пĕр ĕçсем тунă. «Алмаз», «Новый путь», «Правда» хуçалăхсенче уйрăм техникăна ангарсене лартнă, прицеплă ял хуçалăх техникине бетонланă вырăнсене вырнаçтарнă. Техникăна çĕнетсе пырасси çинчен те шухăшламалла. Ку енĕпе юлашки вăхăтра ĕçлемен мар. 2014 çулта, сăмахран, районта çĕнĕ техника 21 единица туяннă. «Новый путь» хуçалăх, В.Узянов, С.Волков ерт-се пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем уйрăмах чылай çĕнĕ техника илчĕç. Укçа-тенкĕ енĕпе йывăрлăхсем пулнине пăхмасăр кăçал та «Новый путь» хуçалăх «Беларусь 1221», Ульянов ячĕллĕ хуçалăх «Беларусь 82» тракторсем туянчĕç, мăнвылăсем çавăн пекех меллĕ прицеплă та пулчĕç.

200 баллă виçепе ирттернĕ сморт-конкурс кăтартăвĕсем тăрăх «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ, «Правда», «Новый путь», «Авангард» хуçалăхсенче техникăна упрама лартассине лайăхрах йĕркелени палăрчĕ. Анчах та çав хушăрах хăш-пĕр çитменлĕхсем те пуррине асăрхарăмăр. Техникăна чи лайăх упранине, пурлăхпа техника базине çирĕплетнине, техника юсавлăхĕн шайне ÿстерессине шута илсе сморт-конкурсра «Алмаз» общество пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăх иккĕмĕш, «Авангард» хуçалăх виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Константин МАЙОРОВ,

районти патшалăх техника тĕрĕслевĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика