Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет

10 ноября 2015 г.

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре тата пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп темисем: 2016 çулта Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкне ирттересси (Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2015 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнчи 119-мĕш №-лĕ Указĕ).

Унсăр пуçне Информаци кунĕнче 2015 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли куна тата 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне епле ирттерессине пăхса тухĕç. Çавăн пекех 2015-2016 çулхи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта Чăваш Ен территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхне пăхса тăрасси çинчен те сÿтсе явĕç.

Информаци ушкăнĕсем Мăн Вылă, Крымсарайка, Ураскилт, Тени, Чăваш Сурăм, Шĕмшеш, Юнтапа, Йăлкăш ял тăрăхĕсенче халăхпа тĕл пулĕç, организацисемпе предприятисен ĕç коллективĕсемпе çивĕч ыйтусене пăхса тухĕç. Халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика