Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйланă

10 ноября 2015 г.

Ноябрĕн 6-мĕшĕнче Ехремкасси, Юнтапа, Элĕк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене лартассипе конкурс комиссийĕсен ларăвĕ пулнă. Конкурс комиссийĕн членĕсем конкурса хутшăннисен професси тата çынлăх пахалăхне хакланă. Пуçлăх вырăнне йышăнма ĕмĕтленекенсем кашниех ял тăрăхĕн аталанăвĕн концепцийĕ çинчен каласа панă.

Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, комиссисем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен должноçне йышăнассипе чи нумай балл пухнă кандидатурăсене районти ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсене тăратнă. Хыççăн Ехремкасси, Юнтапа тата Элĕк ял тăрăхĕсенче депутатсен Пухăвĕсен ларăвĕсем иртнĕ. Унта конкурс кăтартăвĕсен ыйтăвне пăхса тухнă. Комиссисен йышăнăвĕпе килĕшесси çинчен йышăннă. Вячеслав Михайлович Ефимова Ехремкасси, Анатолий Александрович Ананьева Юнтапа, Александр Николаевич Ефремова Элĕк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулма суйланă. Вĕсем депутатсен Пухăвĕсен полномочийĕсен срокĕсем тухиччен ертÿçĕре вăй хурĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика