Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлмаççĕ

02 декабря 2015 г.

Çирĕклĕ Шăхальти почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра 10 çул ытла ĕçлет Светлана Лапшина. Вăл кашни кун Элпуçпа Кармал ялĕсен çыннисене хаçат-журнал вăхăтра çитерессишĕн тимлет. Хальхи вăхăтра Светлана Сергеевна «Елчĕк ене» 67 киле çитерет. Çитес çулхи пĕрремĕш çур çулта та район хаçатне çырăнса илекенсен йышне чакарас мар тесе çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче кашни çынпа тĕл пулать. Тăрăшуллă почтальонка А.Павлова, А.Александров, В.Коновалова пурнăç уттинчен юлманнине пĕлтерет. Вĕсем кашни çулах 3-4 экземпляр хаçат çырăнса илеççĕ. 
Светлана Сергеевна хăй суйласа илнĕ профессие юратать, çынсемпе яланах кăмăллă калаçать. Пенсие вăхăтра валеçекен, ватăсене ăнланакан виçĕ ача амăшĕ ял çинче хисепре. Унăн сумки яланах тулли. Вăл пĕччен пурăнакан, лавккана е почта çыхăну уйрăмне çÿреме йывăр çынсене тĕрлĕ çăмăллăхсемшĕн тÿлеме пулăшать, таварпа та тивĕçтерет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика