Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пулăшу параççĕ

21 октября 2015 г.

Раççей Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи «Патшалăх управленийĕн тытăмне çĕнетмелли çул-йĕр çинчен» Указĕ çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме хистерĕ. Унпа килĕшÿллĕн Елчĕкре 2013 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчен çынсене патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсем паракан нумай функциллĕ центр ĕçлет. Эпир унăн директорĕпе Людмила Викторовăпа тĕл пулса калаçу пуçартăмăр.

- Людмила Николаевна, нумай функциллĕ центра мĕн тĕллевпе йĕркеленĕ?

- Пĕр-пĕр документ алла илес тесен тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче пулса справкăсем илме тивнĕ. Çавна май паха вăхăт та сахал мар тăкакланнă. Çынсен нушине ăнланса йĕркеленĕ те ĕнтĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсем парассипе ĕçлекен центра. Центрăн тĕп тĕллевĕсем сахал мар: «пĕр чÿрече» принципне тĕпе хурса çынсене, предприятисемпе организацисене патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене парассине ансатлатасси, документсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа хатĕрлесе парасси. Çавăн пекех тĕп тивĕçсен шутне ыйтупа килнĕ çынсене тĕрлĕ консультаципе тивĕçтересси, вĕсенчен заявлени тата документсен пуххине тĕрĕс илсе регистрацилесси, çав кунах яваплă органсене çитересси, ведомствăсенчен кĕтекен пулăшу ĕçĕсен результачĕсене нумай функциллĕ центра вăхăтлă çитерессине те сăнаса тăрасси, коррупци çулне пÿлесси.

Нумай функциллĕ центр хăйĕн ĕç-хĕлне административлă регламентпа йĕркелесе пырать.

- Хальхи тапхăрта центрта мĕнле пулăшу ĕçĕсене илме май пур?

- Нумай функциллĕ центрта пĕтĕмпе тĕрлĕ 153 пулăшу ĕçĕсене илме май пур, çав шутра муниципалитетăнне - 39 /пĕтĕм пулăшусен 25,5 проценчĕ/, республикăнне - 70 /45,8 процент/, федерацинне - 44 /28,7 процент/.

Центр паракан пулăшу ĕçĕсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Уçăлнăранпа 20776 çынна центра йышăннă, çав шутран 2013 çулта консультацисене шута илсе 1196 пулăшу панă пулсан, иртнĕ çул 8070, кăçалхи 9 уйăхра 11510 пулăшу панă.

- Çынсене, предприятисемпе организацисене ытларах мĕн хумхантарать?

- Тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсем илме ыйтусемпе тухаççĕ вĕсем. Кăçалхи 9 уйăхра тĕл пулаканнисене уйрăмах палăртса хăварасшăн: куçман пурлăх килĕшĕвĕсене регистрацилесси /пĕтĕм ыйтусен 31,7 проценчĕ/, куçман пурлăхăн патшалăх кадастрĕн учечĕ /8,6 процент/, ачасене пособисем тÿлессине палăртасси /8,5 процент/, граждансене пурăннă вырăнта е килнĕ вырăнта регистрацилесси /8 процент/, куçман пурлăх кадастрĕнчен сведенисем тăратасси /7,6 процент/, РФ гражданĕсен паспорчĕсене улăштарасси /7,5 процент/, справкăсем, ордерсем, хуçалăх кĕнекинчен çырса илнисене, архив справкисене парасси /5,9 процент/.

Çакна та палăртасшăн. «Пĕр чÿрече» принциппа кашни сотруднике тивекен ĕç тиевĕ пысăк - вăл 21,6-па танлашать. Вăл республикăри НФЦсен вăтам кăтартăвĕнчен /18,9/ пысăкрах. Хальхи вăхăтра çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе 5 «пĕр чÿрече» ĕçлет. Çынсене, предприятисемпе организацисене паракан пулăшу ĕçĕсен калăпăшне ÿстерес, пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе электрон черетне йĕркеленĕ - çакă вĕсен вăхăтне перекетлеме май парать. Çавăн пекех нумай функциллĕ центрта патшалăх пулăшу ĕçĕсен Пĕрлехи порталне кĕме меллĕ условисем туса панă - кунтах ĕç вырăнĕсем /компьютер, «Система «Гарант» информаци право терминалĕ/ пур. Специалистсем пулăшнипе заявлени паракан регистрациленме, учета çырăннине çирĕплетме пултарать, унсăр пуçне патшалăх пулăшу ĕçĕсен Пĕрлехи порталĕн майĕпе, пулăшусен ĕçĕсене электрон мелĕпе илни çăмăлрах пулнине пĕлет.

Ĕç кунне те меллĕ йĕркеленĕ: специалистсем заявлени паракансене тунтикунтан эрнекунччен 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, шăматкун 8-13 сехетсенче йышăнаççĕ.

- Малашлăхра мĕн кĕтĕ?

- Кăçал Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи нумай функциллĕ центрсен «Мои документы» пĕрлехи фирма паллине вырнаçтарас, шалти тата тулти интерьерсене илемлетес, интернет-сайта модернизацилес енĕпе палăртнă ĕçсене маларах, кĕске вăхăтра пурнăçларăмăр.

Тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ ÿссе пытăр тесе тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе Елчĕкри нумай функциллĕ центрсăр пуçне, 8 ял тăрăхĕнчи библиотекăсенче муниципалитет пулăшу ĕçĕсем парассипе «пĕр чÿрече» принциппа ĕçлеççĕ. Кунта Аслă Елчĕкри тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекарьсен хастарлăхĕ пысăк.

Çакна та палăртасшăн: Раççей Федерацийĕн Финанс министерствин 2014 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнчи Çырăвĕпе килĕшÿллĕн, 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа нумай функциллĕ центрта пухăннă патшалăх пошлинин 25 проценчĕ район бюджетне таврăнĕ.

Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем тăрăх Елчĕкри НФЦ ку енĕпе республикăра пĕрремĕш вырăнта.

Пирĕн специалистсем нумай функциллĕ центр урлă илекен пулăшу ĕçĕсен калăпăшне анлăлатма малашне те тăрăшĕç.

- Нумай функциллĕ центрта миçе çын тăрăшать?

- Малтанах патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене пĕччен пурнăçланă. 2013 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнчен Ольга Чернова, 2014 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнчен Анна Гаврушова, декабрĕн 8-мĕшĕнчен Ирина Ловкина ĕçе пуçăнчĕç. Кăçал тата 2 çынна пулăшу ĕçĕсем пама хăнăхма май туса патăмăр. Пирĕн коллектив туслă, тивĕçе туллин тата кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хаклав кĕнекинче заявлени паракансем центр специалисчĕсем пирки ăшă кăмăлпа çырса хăварнисем чылай.

Ĕçне кура - хисепĕ. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсем парассипе чи лайăх ĕçлекен нумай функциллĕ центр» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, диплома тивĕçрĕмĕр. Малалла та тĕрлĕ номинацисемпе ирттерекен конкурссене хутшăнасшăн.

- Калаçушăн тавах, Людмила Николаевна. Малашне те ăнăçусем сунатăп.

Александр КАРЛИН калаçнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика