Красноармейский район

Алманчинское сельское поселение

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсемпе куçа-куçăн

01 декабря 2015 г.

Районти Культура çуртĕнче Трак енри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) ĕç планĕпе килĕшỹллĕн ветеран-пенсионерсен район ертỹлĕхĕпе черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Çулленех çак мероприяти ĕçлĕ лару-тăрура иртет. Ватăсем район ертỹлĕхĕпе тĕл пулса хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тĕллевлĕ хуравсем илеççĕ. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. Тĕлпулăва вырăнсенчен 60 яхăн ветеран-пенсионер килнĕ. Вĕсене тĕп мероприяти умĕн Заволжски клуб çумĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М. Дмитриев ертсе пыракан ветерансен хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Тĕлпулăва районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Г. Ефимов уçса йĕркелесе пычĕ. Чи малтанах ватăсем умĕнче район администрацийĕн çĕнĕрен суйланнă пуçлăхĕ С. Молотков сăмах илчĕ. Сергей Львович хăйĕн сăмахне иртнĕ кĕркунне иртнĕ ЧР Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕн кăтартăвĕсем çинче пуçларĕ. — Иртнĕ сасăлав кăтартăвĕсемпе эпир пурте кăмăллă, — терĕ вăл. — Акă Трак енри суйлавçăсен 78,44 проценчĕ хутшăнчĕ унта, 77,58 проценчĕ хăйсен сассисене М. Игнатьевшăн пачĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн мандатне илессишĕн те çивĕч кĕрешỹ пычĕ, район парламентне суйланнă 19 депутатран пурте "Единая Россия" парти членĕ шутланаççĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсене ертсе пыма та çĕнĕ çынсем килчĕç. В. Лаврентьев Красноармейски, Н. Димитриева Упи, В. Фомин Пикшик ял администрацийĕн пуçлăхĕсенче ĕçлеме тытăнчĕç. Пире шанчĕç пулсан, ăна пирĕн тивĕçлĕ ĕçпе тỹрре кăлармалла. Çулталăк вĕçленсе килет. Кăтартусемпе кăмăллă эпĕ. Кăçал та эпир ыттисене хамăр ĕçлеме пултарнине кăтартса патăмăр. Пирĕн район Тĕп зонăра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. "Чăваш Республикинчи ялхуçалăхне аталантарасси тата ялхуçалăх продукцийĕн рынокне, чĕртавара тата апат-çимĕçе йĕркелештересси" патшалăх программин мероприятийĕсене 2015 çулта ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕшĕн" номинацире палăрнăшăн Дипломпа премине тивĕçрĕмĕр. Кăçал районĕпе кашни гектартан вăтамран 21,4 центнер тĕш тырă, çĕрулми — 230, 265 центнер пахча çимĕç пухса кĕртнĕ. Уйрăм хуçалăхсенче ку кăтартусем тата та пысăкрах. Акă, "Волит" ООО 25 центнер тĕш тырă, уйрăм хресченпе фермер хуçалăхĕсем 200 - 300 центнер çĕрулми, В. Шумилов ХФХĕ 400 центнер пахча çимĕç туса илнĕ. Районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче яланхиллех "Таябинка" агрофирмăри О. Васильев çĕнтерчĕ. Вăл кăçалхи вырмара 2406 тонна тырă тĕшĕлерĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те савăнтараççĕ. Акă, районти мĕнпур категорири хуçалăхсенче октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх 7593, çав шутра 3672 ĕне, ялхуçалăх предприятийĕсенче 9487 сысна (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1107 пуç ытларах) шутланнă. Л. Посадский фермер куйбышевски ăратлă 250 пуç сурăх усрать. Ялхуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен сĕт сăвасси те чылай пысăкланнă. Район администрацине хуçалăхсенче тĕп специалистсем çитменни хумхантарать, — терĕ Сергей Львович, — çавăнпа та çывăх вăхăтра эпир Чăваш ялхуçалăх академине çитсе курасшăн, кунта аслă курссенче пĕлỹ пухакан хамăр ентешсемпе тĕл пуласшăн. С. Молотков çавăн пекех паянхи вăхăт ыйтакан тĕп задачăсене — çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парасси, ĕçе хăнăхтарасси, киревсĕр пулăмсенчен хăтарасси — чарăнса тăчĕ. Ветерансене хăйсен ыйтăвĕсемпе "Единая Россия" политика партийĕн сĕнĕвĕпе декабрĕн 1-мĕшĕнче йĕркелекен ĕççыннисене йышăнмалли куна тата декабрĕн 14-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри куна хутшăнма ыйтрĕ. Район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне В. Васильева та тимлĕн итлерĕç ватăсем. — Кăçал çул ыйтăвĕпе 5 çĕрте — райцентрти К. Маркс, Кушкă, Çĕньял Карай, Ыхракасси, Чатукассинчи урамсенче ĕçлерĕмĕр, — терĕ Владислав Леонтьевич. — Подрядчиксем проектра палăртнă чылай ĕçсене вĕçлерĕç. Халăхăн мĕнпур сĕнĕвне шута илнĕ хыççăн пурнăçланă ĕçсене çитес çул кăна йышăнатпăр. Çитес çулхи тĕллевсем те паллă. Район центрĕпе илсен, Союзная урамра çак ĕçсене пурнăçлама тивет. Кунти В. Васильев урамĕнче, Комсомольски тăкăрлăкра та ĕçлемелли чылай. Алманчпа Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕсенчи хăш-пĕр ялсен те пурнăçламалли ĕçсен проекчĕсем хатĕр. Халĕ эпир республика пĕлтерĕшлĕ çулсене —50, муниципаллисене — 155, ялсенче хытă сий сарнă урамсене 22 çухрăм чухлĕ пăхса тăратпăр. Красноармейскинче авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессине вĕçлеме пăхатпăр. Çак тĕллевпе райцентрти В. Васильев урамĕнче 17 хваттерлĕ çурта туса пĕтернĕ. Унта тăлăх 8 каччăпа хĕр тата авариллĕ çуртсенче пурăннă 9 çемье хваттерлĕ пулмалла. Çитес çул вара тата тăлăх икĕ ачана хваттерпе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен укçа уйăрма пăхаççĕ. В. Васильев çавăн пекех газпа, шывпа, электроэнергипе тивĕçтерес, ăшă парса тăрас, вырăнсенчен çỹп-çап тиесе тухас тата уншăн тỹлес, тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене çивĕччĕн çĕклерĕ. "Паян кашнин яваплăха туймалла, усă курнă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тỹлесе татăлмалла", — терĕ Владислав Леонтьевич. Тĕлпулура Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Цивильский" пайĕн Красноармейски районĕнчи полици уйрăмĕн ĕçченĕ, полици майорĕ С. Егоров тухса калаçрĕ, кăçалхи январь — октябрь уйăхĕсенче район территорийĕнче обществăлла вырăнсенче тунă преступленисемпе паллаштарчĕ. Унтан ватăсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç. Н. Ершов (Янкас) "Район территорийĕнче авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе хăçан тивĕçтерсе пĕтереççĕ, çитес çул хăш ялсенче хытă сийлĕ çулсем, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем (ФАП) тума пăхаççĕ",— терĕ. Районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн президиумĕн членĕ С. Мефодьева яланхиллех райцентрта тасалăхпа тирпейлĕх ыйтăвĕ çине тимлĕх сахалтарах уйăрни çинче тĕслĕхсемпе чарăнса тăчĕ. С. Железин пенсионер (Красноармейски) район центрĕнче çĕнĕ мунча тăвас, районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕ валли уйрăм çуртра çĕнĕ пỹлĕмсем уйăрса парас, Красноармейски ял администрацине район центрне каялла куçарас ыйтусене тапратрĕ. П. Яковлев (Пайсупин) ялта шыв ыйтăвĕ питех те çивĕч тăни, ялти пĕвесем юшкăнпа тулса ларни пирки каларĕ. Вĕсене хĕллехи тапхăрта тасатас çĕрте район администрацийĕнчен пулăшу ыйтрĕ (иртнĕ çул кунта "КЕТРА" завод транспортпа пулăшнипе пĕр пĕвене тасатма пултарнă). М. Ильина пенсионеркăна (Красноармейски) вара "çуртсене тĕпрен юсама хывакан укçа" ăçта кайни интереслентерет. Упи тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председательне Ю. Леонидована (Янмурçин) çав-çавах уйрăм çынсем, суту-илỹ точкисем спирт пур шĕвексене ("фанфуриксене") сутни канăç памасть. 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика