Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Пĕлỹ илме чĕнетпĕр

25 ноября 2015 г.

Ĕçсĕррисене професси пĕлĕвĕ илме пулăшасси - республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен тĕп тивĕçĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ĕçсĕррисене, 3 çула çитичченхи ачасемпе ларакан хĕрарăмсене тата урăх профессие алла илес текенсене вĕрентессине 2016 çулта та малалла туса пырĕ. Вĕсем тракторист-машинист, автомобиль водителĕ, 1С Предприятие 8.2, парикмахер, маникюр, организаци менеджерĕ, бухгалтер тата ытти специальноçсене алла илме пултараççĕ.

Професси енчен хатĕрлесси, квалификацие ỹстересси, ĕçсĕррисене урăх ĕçе вĕрентесси, направленипе ярсан, тỹлевсĕр. Вĕренсе пĕтерсен вĕсем алла патшалăх свидетельстви е удостоверени илеççĕ.

Паянхи куна вĕренỹ ушкăнĕсем йĕркелеççĕ. Вĕренсе çĕнĕ професси илес текенсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра пымалла. Адресĕ: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика