Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни ан татăлтăр клубран

24 ноября 2015 г.

«Клуба каймасăрах паян килтех «сенкер экранпа» кăмăла каякан артистăн концертне, спектакльсене курма пулать», - илтетĕн хăшĕ-пĕринчен. Çакăн пек сăмахсене культурăран аякра тăракан çын çеç калама пултарать. Хăвăн куçупа чĕрĕ артиста курнине мĕнех çиттĕр ĕнтĕ; Сăмахран, спектакльсенче вăл е ку сăнарпа пĕрле пĕр-пĕр япалашăн чĕререн кулянатăн е вар-хырăм хытиччен кулатăн. Çак пулăма вара чылай вăхăт асра тытса пурăнатăн.

Çак сăмахăма ытахальтен пуçламарăм. 15 çул ытла ĕнтĕ Çирĕккассинчи клуб ĕç-хĕлне йĕркелесе пыратăп. Малтанхи тапхăрта вырăнти культура вучахне хĕмлентерес ĕçе çав тери йышлăн хутшăнатчĕç. Паян вĕсен шучĕ чакрĕ темелле, апла пулин те çирĕккассисем хушшинче юрра-ташша юратакан çын юлман теме çук.

Кăçал, акă, куракан умне В. Петровăн «Эп Якраç-и, Якраç мар-и;» спектакльпе тухрăмăр. Сăмах май каласан, ăна эпир 11 çул каялла хамăр сцена çинчех лартнăччĕ, ку хутĕнче хăш-пĕр улшăнусем кĕртсе сцена çине кăлартăмăр. Унта арçын сăнарĕсене Владимир Ефимов, Алексей Никитин калăпларĕç. Светлана Иванова, Ираида Макарова, Любовь Михайлова, Лидия Курцова хĕр- хĕрарăм ролĕсене çав тери ăста вылярĕç. Нумай чухне пĕр-пĕр сценка е спектакль лартма арçынсем çитменни ура хурать. Ку чухне каллех этемлĕхĕн черчен пайĕн арçын пулса сцена çине тухма тивет.

Апла пулин те йывăрлăх умĕнче пуçа усма шутламастпăр. Тăтăшах ал ĕç ăстисен куравне йĕркелетпĕр. Ку енĕпе Мария Ефимовăна, Вера Афанасьевăна, Елена Даниловăна, Валентина Афанасьевăна çитекенниех çук-ха, хĕреслетсе тĕрлĕ эреш тăваççĕ. Светлана Федорова вара турăшсем, вĕтĕ шăрçапа эреш туса тĕлĕнтерет.

Хамăр тăрăхри кĕвĕ-çемме çитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварассине те тĕпе хуратпăр. Çавăнпа та Çирĕккассинчи клуб çумĕнче ачасене валли юрă-ташă кружокĕ йĕркеленĕ. Кунта çÿрекен ачасенчен уйрăмах Алексей Степанова палăртас килет. Арçын ачан культура енне чăнахах та туртăмĕ пур. Шупашкар хулинче иртнĕ пĕр фестивальте вăл лауреат ята та тивĕçнĕччĕ. Çавăн пекех Оксана Максимовăн та сасси уçă, сценкăсем лартнă чухне сăнарсене çав тери витĕмлĕ калăплать.

Вырăнта сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентесси те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех клубра теннис тата бильярд сĕтелĕсене вырнаçтарнă. Кунтан ачасем те, аслисем те татăлмаççĕ.

Клуб заведующийĕ пулнă май культура вучахĕн сăн-сăпачĕшĕн те, пурлăхпа техника базине пуянлатассишĕн тăрăшма тивет. Анчах та паян хамăрăн укçа-тенкĕ çитсе пыманни чылай ыйтăва татса парас ĕçре ура хурать.

Вероника НИКИТИНА,

Çирĕккасси клубĕн заведующийĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика