Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисене - тÿлевсĕр çĕр

11 ноября 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлу пуçланас умĕн иртнĕ эрнере ял тăрăхĕсен çĕнĕрен çирĕплетнĕ пуçлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем - Леонид Анатольевич Кошкин /Çирĕклĕ Шăхаль/, Алексей Владимирович Трофимов /Тăрăм/, Юрий Михайлович Блинов /Елчĕк/, Сергей Николаевич Павлов /Лаш Таяпа/. Канашлăва ял тăрăхĕсенчи Депутатсен пухăвĕсен председателĕсем те хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Сăрьелĕнчи культура çуртĕнче эрнекун иртнĕ «Халăхсен пĕрлĕхĕнче - Раççей пуласлăхĕ» уяв çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. Вăл палăртнă тăрăх уяв çÿллĕ шайра иртсе кайнă. Çапах та район администрацийĕн пуçлăхĕ енчен хăш-пĕр асăрхаттарусем те пулчĕç. Пирĕн районта нумай наци çыннисем пурăнаççĕ. Çавăнпа та пурин те пĕр тĕллевпе пурăнмалла тата килĕштерсе ĕçлемелле, халăхсем хушшинчи пĕрлĕхе тата туслăха çирĕплетмелле, тĕрлĕ нацисен йăли-йĕркисене, культурине хисеплемелле тата хакламалла.

Экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, дача тума, уйрăм хушма хуçалăх йĕркелеме тÿлевсĕр çĕр парассипе районта хăйтытăмлăх органĕсем мĕнле ĕçленине тишкерчĕ. Районта виçĕ тата ытларах ачаллă 326 çемье шутланать. Вĕсенчен 132-шĕ тÿлевсĕр çĕр участокĕ илме черете тăнă, 88-шне /67 процент/ панă. Кăçал 31 çемьене çĕр участокĕпе тивĕçтермелле. Марина Павлова ку енĕпе ял тăрăхĕсем мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ.

2016 çулта Елчĕк районĕнче вăтам тата пĕчĕк бизнес ĕçĕ-хĕлĕн статистика сăнавне ирттереççĕ. Ун тĕллевĕсем тата пĕлтерĕшĕ çинчен Чăвашстатăн районти уйрăмĕн эксперт специалисчĕ Людмила Горшкова каласа пачĕ.

Район администрацийĕн муниципаллă закупкăсем енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Алина Смирнова 2015 çулхи 9 уйăхра Елчĕк районĕн муниципалитет нушисем валли таварсене конкурс мелĕпе туянни çинче чарăнса тăчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умне халăхран туянакан сĕт хакне, çавăн пекех уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче сăвакан ĕнесен йышне чакарассине чарса лартса малалла ÿстерес задача лартрĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика