Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алли "ылтан", камале ыра

07 марта 2013 г.

Пирĕн тăван районăмăр кунсерен çĕнелсе, çĕкленсе, илемленсе пырать. Çулсерен çĕнĕ çуртсем ÿсе-ÿсе лараççĕ, ялсенче çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ. Çак ĕçре паллах строительсен тÿпи питĕ пысăк. Манăн сире Энтриялĕнчи пултаруллă строительпе, Людмила Ивановна Никифоровăпа, паллаштарас килет.

Людмила Ивановна 1968 çулта Энтриялĕнче çуралнă. 1975 çултан ялти вăтам шкула кашни кун ырă чунпа çÿренĕ тăрăшуллă хĕр ача. Шкулта вăл ытларах рисовани урокне килĕштернĕ, питĕ ÿкерме юратнă. Çавăнпа та, вунă класс пĕтерсен, 1985-мĕш çулта, Шупашкарти 4-мĕш ял хуçалăх профессипе техника училищине художниксен уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн алла «Маляр-альфрейщик по художественнной отделке» тесе çырнă хĕрлĕ диплома алла илнĕ. Икĕ çул Шупашкарти капмар çуртсене юсавпа тĕпрен улăштаракан участокра ĕçленĕ. Çамрăк хĕр хăйĕн ĕçне юратса пурнăçланă, типтерлĕ те таса тума тăрăшнă, коллективра ăна килĕштернĕ. Шурă Шупашкарăн пысăк çурчĕсем çĕнелнĕ çĕрте хăйĕн тÿпи те пурришĕн, сăпайлă хĕр чунтан савăннă. Анчах пурнăç çулĕ хĕре каялла, тăван яла илсе килнĕ. Ялта ватă енне сулăннă ашшĕ-амăшĕ тата вырăнпах выртакан йăмăкĕ пулнă. Амăшне, вырăнпах выртакан йăмăкне пăхма, кунран-кун йывăрлансах пынă, Володя пиччĕшĕ те çав вăхăтра салтакра, Афганистан вăрçинче пулнă. Амăшне çăмăлтарах пултăр тесе хĕр яла таврăннă.

1989 çулта, районти ремонтпа строительство участокĕнче маляр пулса ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун Людмила Ивановна «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществин ĕçченĕ. Унăн ĕç стажĕ 24 çул. Çак вăхăтра мĕн чухлĕ çĕнĕ çурт хăпартман-ши, нумай-нумай объектсене тĕпрен юсаман-ши. Юлашки çулсенче районта строительство ĕçĕсен калăпăшĕ ÿссех пырать. «Ĕçĕ нумай пулни пире, çурт-йĕр çĕклекенсене, савăнтарать кăна. Пĕтĕм ĕçе типтерлĕ, яка, çыпăçуллă тăвас килет. Пĕр тунă ĕçе тепĕр хут тытса туман нихăçан та, паян тунă ĕçе кайран тÿрлетсе çÿрес кăмăл пĕрре те пулман, яланах тăрăшса пурнăçланă хама шанса панă ĕçе. Пысăк Енккассинчи çĕнĕ шкула хăпартнă чухне, класс хыççăн класс, кабинет хыççăн кабинет ÿссе, илемленсе пынине курсан, чун савăнса тăратчĕ. Бригадăра эпир вун иккĕнтен тăрăшатпăр. Туслăн, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлетпĕр. Халĕ Пинер ялĕнчи шкул ачисем валли пысăк савăнăç - 160 ача вĕренмелли шкул çурчĕн строительстви малалла пырать, эпир çавăнта вăй хуратпăр паянхи кун», - тесе вăтанчăклăн калаçрĕ сăпайлă хĕрарăм. Малалла калаçнă май Тăвай районĕнче, Арапуç больницинче, Шăхаль, Кавал, Энĕшпуç, Кивĕ Вăрмар, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулсенче капиталлă юсав ĕçĕсем тунă çĕрте, Шутнерпуçĕнчи, Шăплатри, Аслă Чакри, Мăнçырмари нумай ачаллă çемьесем валли çурт-йĕр хăпартассипе çак бригада тăрăшса вăй хунине те пĕлтĕм.

Килĕнче те питĕ типтерлĕ те таса Людмила Ивановнан. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче, кашни кантăк умĕнче вăл юратнă чечексем. Савнă мăшăрĕпе, Александр Алексеевич Никифоровпа, 23 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе, упраса пурăнаççĕ. Мăшăрĕ пултаруллă тракторист, комбайнер пулнă унăн совхозра. Техникăна типтерлĕ упранăшăн ăна çĕнĕ трактор та шанса панă. Халĕ вара совхозĕ те çук, ĕçĕ те çук. Чĕрепе аптранă пирки кил-çуртри ĕçсене пурнăçлать, юратнă мăшăрне ĕçрен вĕри апатпа кĕтсе илет кил хуçи. Вĕсен куç тулли Сергей ывăлĕ пур. Салтака кайса килнĕ, çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче амăшĕ пек çĕнĕ çуртсем çĕкленĕ çĕрте вăй хурать.

Ĕçчен строителе канмалли кунсенче те ахаль лартмаççĕ, таврари ялсенчен çĕнĕ çурт-йĕр тунă çĕре илсе каяççĕ. Маляр, штукатур ĕçне те пултаракан хĕрарăм пурне те пулăшать.

Пирĕн Энтрияль варринче, «Большевик» ятлă колхоз председательне, Савелий Григорьевич Савельева, асăнса лартнă палăк ларать. Çак палăк кивелнĕччĕ ĕнтĕ, пĕлтĕрхи çул Савелий Григорьевичăн мăнукĕсем йĕри-тавра тимĕр карта тытрĕç, Людмила Ивановна вара палăка картина çинчи пек якатса, çĕнетсе пачĕ. Ял халăхĕ те, вилнĕ çыннăн тăванĕсем те, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Яковлев та ăна нумай ăшă сăмахсем каларĕç.

Людмила Ивановнана пархатарлă ĕçсемшĕн 2004 çулта «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн» генеральнăй директорĕ Н.Зайцев Хисеп грамоти, 2009 çулта район пуçлăхĕ Тав çырăвĕ парса чысланă.

Çак сăпайлă хĕрарăмăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Еплерех чуна пырса тивекен сăвăсем çырать вăл. Сăввисенче ытларах пурнăçран пĕрин-хыççăн тепри: амăшĕ, йăмăкĕ, ашшĕ ку тĕнчерен уйрăлса кайнишĕн хурланса, вĕсене халалласа çырнă сăвăсем. Юрату çинчен, çуркунне илемĕ çинчен çырнă сăввисем те илемлĕ, хăйне евĕрлĕ.

Çĕнĕ çурт - ял илемĕ, ăнăçлăхне кăтартаканĕ. Эпир те тăрăшуллă штукатур-маляра малалла та кăмăл çĕкленĕвĕпе, хавхалануллă шухăшсемпе лайăх ĕçлеме ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика