Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăш пиллĕ Анна

07 марта 2013 г.

Кĕçĕн Таяпари Анна Петровăна пĕлмен, палламан çын çук. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ялта çын хушшинче ĕçлесе хисепе тухнă вăл.

Анна Федоровнан кун-çулĕ те интереслĕ. Ашшĕпе амăшĕ ырă пурнăç шыраса Çĕпĕре ĕçлеме тухса кайнă. Çул çинче амăшĕ вăхăтсăр аптăранă. Хĕл сиввинче поезд çинче кун çути курнă Аня. Амăшне çăмăлланма Аня ятлă медсестра пулăшнă. Çавăнпа ашшĕ хĕр ачана унăн ятне панă. Пĕчĕк хĕр пĕрчин пурнăçĕ "çип" çинче çакăнса тăнă, ытла та пĕчĕккĕ те чирлĕ çуралнă вăл. Çавăнпа инçетре нумай тытăнса тăман Кольцовсем, каялла тăван çĕре таврăннă. Тăван тăрăхăн таса сывлăшĕ вара хĕр пĕрчине асамлă вăй-хал парнеленĕ. Аня вăй илсе, тĕрекленсе пынă. Çиес çăкăрĕ пулнă мăнтарăн хĕр пĕрчин.

Ачалăхне тăван ялтах ирттернĕ Аня. Сывлăхне спортпа пиçĕхтернĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Хусанти техникума кайса кĕнĕ. Производство вĕрентĕвĕн мастерĕ, техник-строитель специальноçĕсене алла илсен амăшĕ чирлĕ пулнăран тăван тăрăха таврăннă.

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çав вăхăтра строительство ĕçĕсем пынă. Дипломлă специалиста хуçалăх ертỹçи те хапăл тусах кĕтсе илет. Чи малтанах пуçăннă ача садне туса пĕтерме тивет Анна Федоровнăн. Унтан тăрăшуллă хĕр хуçалăхри тĕрлĕ стройкăсенче ĕçлет. Ял хушшинче кĕпер, тырă склачĕсем, фермăсем тунă çĕрте çамрăк строителĕн тỹпи те пысăк.

Пултарулăхне, çивĕч ăс-тăнне кура Анна Кольцовăна ял совет секретарьне ĕçе илме сĕнеççĕ. Анчах тăруках çав яваплă ĕçе шанса памаççĕ-ха. Конкурс витĕр кăлараççĕ.

- Чи асра юлни: вырăсла лайăх çырма пĕлнине тĕрĕслени, - аса илет иртнине Анна Федоровна.

Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухсан ял совет секретарĕнче ĕçлеме пуçлать вăл.

Сакăр вуннăмĕш-тăхăр вуннăмĕш çулсенче ял совечĕн секретарĕ мĕнле документ кăна çырман-ши? Ял тăрăхĕнчи çемьесене те мăшăрлантарнă, ача ячĕсене хунă...

- Вăл вăхăтра çемье çавăракансем те, ача çуратакансем те нумайччĕ. Вĕсене чаплă лару-тăрура регистрациленĕ. Çулталăкара 300 ытла çĕнĕ çемье çуралатчĕ пирĕн тăрăхра, - тет паян пенсионерка.

Тĕрлĕ ыйтупа килнĕ çынна нихăçан та каялла кăларса яман. Сасă хăпартса каланине те илтмен унран çынсем. Ăш пиллĕхĕпе, çынна пулăшма хатĕр тăнипе палăрнă.

1987 çулта Анна ял каччипе - Петр Петровпа çемье çавăрнă. Килĕшỹллĕ мăшăр икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Капмар та хăтлă çурт хăпартнă.

Хĕл кунĕсене пĕчченех ирттерет кил хуçи хĕрарăмĕ. Мăшăрĕ Мускава ĕçлеме çỹрет. Ачисем хулара вĕренеççĕ. Пĕрре те пушă лармасть Анна Федоровна. Ал ĕçне пит юратать. Уйрăмах çыхма, тутлă пĕçерме кăмăллать. Паян та ял тăрăхĕнче ĕçлекенсемпе туслă çыхăнура. Общество ĕçĕнчен пăрăнмасть. Районти хĕрарăмсен фестивальне хутшăнать, йĕлтĕрпе чупать. Юрă-ташăран та аякра тăмасть. Тăван-хурăнташĕсемпе пĕр çăвартан пурăнать. Шăллĕ-йăмăкĕсемшĕн амăшĕ вырăнĕнче вăл. Ĕçпе те, сăмахпа та пулăшать вĕсене.

А.Петрова тивĕçлĕ канăва тухни çулталăк иртнĕ, анчах никам та пенсире тесе калаймасть ăна. Çамрăк чухнехи пекех вăр-вар вăл. Утса мар, чупса çỹрет тейĕн. Сивĕ шывпа сапăнать.

- Хĕллене уйрăмах пит кăмăллатăп. Кун-çулăма ỹпкелеместĕп. Çулсем ним сисĕнмесĕр иртрĕç тульккĕш, - тет Анна Федоровна кăмăллăн.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика