БОЛЬШЕАТМЕНСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ КРАСНОЧЕТАЙСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртнипе суйланă ("Пирěн пурнăç")

02 октября 2015 г.

02 октября 2015 г.

 

     "Çĕр çинче пур професси те - çынсенчен, виççĕшĕ кăна - сиплесси, вĕрентесси, суд тăвасси - Турăран..." текен каларăш пур. Пурнăçра питĕ кирлĕ виçĕ ĕçрен чи сăвапли хăшĕ-ши? Ача ăс-тăнĕпе тавра-курăмне аталантарассишĕн куллен тимлекен учитель пулма, ĕçе чăннипе те юратма, тулли яваплăхпа тăрăш-ма чăнах та çăмăл мар. Кĕçĕн классенче ăс параканăн уйрăмах сăпайлă та этеплĕ пулмалла, черчен чуна сивĕ сăмахпа ĕмĕрлĕхех амантса хăварассинчен сыхланмалла. Çакăн пек пахалăхсем пурччĕ пирĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕн - Ирина Валерьяновна Мерзлайкинан (Герасимован). Унăн ячĕпе ашшĕ ятне калама та йывăрччĕ пире пĕрремĕш кунсенче. Чĕлхи те çаврăнман пулĕ. Темле кăткăс лару-тăрура та хăйне тытма пĕлетчĕ вăл, парта хушшинче ларакан кашни ачана тăван тĕпренчĕкĕ пек пырса ачашлатчĕ, ăс паратчĕ. Задача шутлама пĕлменшĕн те ятламастчĕ вăл, пулăшма тăрăшатчĕ. Паянхи кун кĕçĕн классене вĕрентекенсем харăсах икĕ класпа ĕçлемеççĕ. Вăл вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, харăсах икĕ класпа ларма тиветчĕ Ирина Валерьяновнăн. Çамрăкчĕ вăл ун чухне. Паллах, ачасем тарăхтармасăр пулман. Анчах пире, шăпăрлансене, итлеттерме сассине хăпартмасăрах сăмахсем тупатчĕ педагог. Çулсем иртрĕç. Паянхи кун та кун-çулне шкул пурнăçĕ-пе çыхăнтарнă пĕрремĕш вĕрентекен. Мăн Этмен шкулĕнче соцпедагогра 10 çула яхăн тимлет. Ачасем шкула тата килĕсене сывă та таса çитчĕр тесе тăрăшать, вĕсемпе анкетировани-тестировани ирттерет. Чун туртнипе суйласа илнĕ професси кăна ĕçлеме вăй-хăват парса пырать мар-и?

    А.ВАСЮКОВА.

    Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика