Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

13 марта 2013 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре савăнăçлă уяв иртрĕ. Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин мĕн пур хĕрарăмсене саламларĕ, çирĕп сывлăх, çутă малашлăх сунчĕ.

«Сирĕн сăн-питĕрте яланах йăл кулă çиçтĕр, патшалăх малашлăхра та сире курăмлă пулăшу кÿрсе тăтăр, ĕçре çитĕнÿсем патне ăнтăлмалла пултăр», - терĕ Константин Владимирович. Ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн «Единая Россия» партин районти уйрăмĕнчен Тав çырăвĕсене райадминистрацин тĕп специалист-экспертне Н.Михайловăна тата Мăнçырмари вăтам шкулта ют чĕлхесене вĕрентекен С.Николаевăна пачĕ. Уяв савăнăçлă концертпа малалла тăсăлчĕ. Куракансене «Парне» фольклор ушкăнĕ, В.Сытина, А.Васильева тата ытти чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшисемпе тыткăнларĕç.

Çак кунах Вăрмар поселокĕнче Татьяна Петровна Иванова уйрăм çын предпринимателĕн «Татьяна» лавкки уçăлчĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин лавкка уçăлнă ятпа Ивановсен çемйине саламларĕ, суту-илÿ ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ. «Çакăн пек капмар та илемлĕ лавккасем уçăлни поселок инфратытăмне çĕнетсе пырать, унпа пĕрлех çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме майсем туса парать, район бюджетне пуянлатса пырать», - терĕ Константин Владимирович. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ А.Тихонов, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Боредский, Раççей Перекет банкĕн Çĕрпÿри хушма офисĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Алжирова, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ О.Иванов, уйрăм çын предпринимательсем Ивановсен çемйине лавкка уçăлнă ятпа саламларĕç, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Уява «Савăнăç» ансамбль илем кÿчĕ, лавкка уçма килнĕ çынсене хăйсен юрри-ташшипе чылайччен тыткăнларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика