Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл пĕлмен ĕç çук

19 сентября 2015 г.

Муркаш районĕ вăрманпа пуян. Территоринчи 12 проценчĕ ешĕл симĕс тумлă лаптăк. 1918 çулта Сурăм лесничестви туса хураççĕ, вăл Мăн Шетмĕне кĕнĕ (халĕ Красноармейски районĕ). Ун хыççăн ăна 2 пая пайлаççĕ. Вара лесничество Муркаш районне кĕрекен Малиновка ялĕ патĕнчи вăрманта 1984 çулта йĕркеленет. Халĕ лесничество Ильинкăра вырнаçнă. Манăн çак участокра ĕçлекен вăрманçăпа, халĕ маçтăрта тимлекен Василий Николаевпа калаçма тÿр килчĕ. Василий Наумович лесникра 35 çул ĕçлет. 1998 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухать.

Çак çулсенче вăл мĕн чухлĕ йывăç лартмарĕ пулĕ. Вăрманта та, çул айккисенче те çĕр гектар ытла ларттарнă. Хăйĕн ĕçне вăл юратса пурнăçлать.

Василий Наумович 1956 çулта Анатри Панкли ялĕнче çуралнă. Çамрăклах ĕçе юратма вĕреннĕ. Салтакран таврăнсан клуб ертÿçинче вăй хунă. Ăста хуткупăсçă концертсем ертсе пынипе халăха савăнтарнă.

Комбайнпа та, тракторпа та нумай çул уй-хирте ĕçленĕ.

1978 çулта вĕсем Матьăк хĕрĕпе Маргарита Якимовнăпа пĕрлешеççĕ. Мăшăрĕ зооветтехникумра вĕреннĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех почтăра ĕçлерĕ. Вĕсем 5 ача (2 ывăлпа 3 хĕр) пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ учительте тăрăшать. Ваня ятли вара Мускавра МГУ-ра тата аспирантурăра вĕреннĕ. Халĕ вăл çавăнта ĕçлет.

Тăрăшуллă мăшăр килĕштерсе пурăнать, ыттисемшĕн вĕсем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пĕр çулхине вара вĕсен кил-çуртне район шайĕнче чи хăтли тесе хакланă.  

И. Яковлев.    

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика