Юськасинское сельское поселение Моргаушского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ пирĕн чĕресенчех

19 сентября 2015 г.

 

Çак кунсенче паллă ентешĕмĕр, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 1, 2, 3-мĕш созывĕсен депутачĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Хисеп палли" орден кавалерĕ, 1981 - 2012 çулсенче "Ударник" сăнавпа производство хуçалăхĕ" патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕнче ĕçленĕ Платон Павлович Давыдов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа виçĕ çул çитрĕ. Çавна май сентябрĕн 17-мĕшĕнче хальхи "Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕнче (халĕ хуçалăх çав ятлă) паллă ентешĕмĕре, ăста ертÿçĕне асăнчĕç. Унта мăшăрĕпе ачисемсĕр, мăнукĕсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, унăн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев, райадминистраци пуçлăхĕ çумĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Валерий Вязов тата канаш членĕсем, тĕрлĕ çулсенче Платон Павловичпа пĕрле вĕренни-ĕçленисем, тус-тăванĕсемпе ял-йыш хутшăнчĕ.

Платон Павлович Давыдов тесен пирĕн ума чи малтанах "Ударник" хуçалăх тухать. "Ударник" хуçалăх тетпĕр пулсан вара Платон Павловича аса илмесĕр пултараймастпăр. Унсăр епле-ха. "Ударник" хуçалăхпа Платон Павлович Давыдов ячĕ пĕр-пĕринпе нихăçан уйрăлми тачă çыхăннă. Çакна асăну кунне хутшăнакансем те палăртрĕç.

Çав кун хуçалăх дирекцийĕн ларусен залĕнче хăйне евĕр выставка йĕркеленĕ. Унта Платон Давыдовăн пурнăç çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе тата ытти материалпа паллашма май пулчĕ. Хăйĕн пултаруллă та хастар ĕçĕпе тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем, Мухтав хучĕсемпе Тав çырăвĕсем вара вуншар та вуншар. Вĕсем район шайĕнчисенчен тытăнса республика, Раççей шайĕнчисем таранах.

"Ударник" хуçалăх дирекцийĕн çурчĕн стени çине Асăну хăми вырнаçтарнă. "Ударник" хуçалăхра 1981 çултан тытăнса 2012 çулччен директор пулса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Платон Павлович Давыдов ĕçленĕ" тесе çырса хунă унта. Шăпах çакăнта иртрĕ те ĕнтĕ асăну митингĕ.

Митинга уçнă май Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Платон Павлович Давыдов епле ăста йĕркелÿçĕ тата çирĕп ертÿçĕ пулнине, хăйĕншĕн мар, ытларах çынсемшĕн, пĕрлешÿллĕ хуçалăхшăн, ăна малалла аталантарассишĕн епле хыпса çуннине палăртрĕ.

Валериян Краснов - Платон Павловича çамрăклăх çулĕсенчен тытăнсах чи лайăх пĕлнисенчен пĕри. Вăл Платон Павлович ертсе пынă çулсенче хуçалăх ура çине тăрса малалла мĕнле аталанса пыни, çав çулсенче ялсенчен ытларахăшĕнче асфальт çулсем, культурăпа йăла, социаллă объектсем, пысăк плотинăсем тума май килни, ялсене çут çанталăк газĕ çитерни пирки аса илчĕ. Çĕр улми туса илессипе вара кун пек хуçалăхсем Раççей шайĕнче те пĕр алăри пÿрнесенчен ытла пулман. Çакă вăл, паллă ĕнтĕ, ертÿçĕ хăйне, хăйĕн сывлăхне те шеллемесĕр тăрăшмасăр пулман.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, АПК аталанăвĕн тата муниципалитет харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ Владислав Ананьев та хуçалăхра Платон Павловичпа пĕрле 15 çул хушши çума-çумăн ĕçлеме тÿр килнишĕн хăйне телейлĕ тесе шутлать. Вăл уншăн учитель вырăнĕнчех пулнă.

Çавăн пекех Владислав Кириллович "Ударник" хуçалăхăн хальхи ертÿçисене те тав сăмахĕ каларĕ. Юлашки çулсенче саланса кайма тытăннă хуçалăха алла илсе ăна ура çине тăратма тăрăшни курăнмасть мар. Хуçалăх çак вăхăта вырма ĕçĕсене вĕçленĕпе пĕрех, 181 гектар çинчи "иккĕмĕш çăкăра" пĕтĕмпех пухса кĕртсе пĕтерсе хранилищĕсене хунă. Апла пулсан "уксахлама" тытăннă хуçалăх аталану çулĕ çине тухать. "Пархатарлă ĕçре сире малашне Платон Павлович астăвăмĕ те пулăшса пымалла пултăр", - тĕрĕ вăл.

Валерий Вязов та хăйне Платон Павловичăн вĕренекенĕ тесе шутлать. "Эпир, ун чухнехи çамрăк ертÿçĕсем, ăста йĕркелÿçĕрен чылай вĕреннĕ. Ăна чăннипех те патриот темелле. Вырăнти çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, экономикăна аталантарассишĕн кĕрешмеллипех кĕрешнĕ. Çитменнине тата вăл "хупă, хăйĕншĕн кăна çунакан" çын та пулман. Хăй алла илнĕ малти опыта сарассишĕн чылай тимленĕ. Эпĕ район администрацине ертсе пынă çулсенче кунта тĕрлĕ шайри семинарсем, канашлусем, конференцисем тăтăшах ирттернĕ", - аса илчĕ Валерий Иванович. Унăн сĕнĕвĕ те вырăнлă: "Вăхăт иртнĕ май чылай япала манăçа тухса пырать. Платон Павлович пек пултаруллă ертÿçĕн, паллă ентешĕмĕрĕн ячĕ вара нихăçан та манăçмалла мар. Çавăнпа та унпа çыхăннă мĕн- пур материала пухса пырассине йĕркелесчĕ, çак ĕçе ытларахăшне явăçтарасчĕ", - терĕ вăл.

Зиновий Кутузов пултаруллă ертÿçĕпе пĕрле 31 çул хушши килĕштерсе ĕçлени пирки каларĕ. Платон Павлович умĕн вăл ку хуçалăха ертсе пынă, кайран çĕр улми вăрлăхĕн лабораторийĕн ертÿçинче тăрăшнă. Çĕр улми туса илессипе хуçалăх чапĕ ун чухне таврара епле сарăлнă пирки каларĕ. Мĕнле-мĕнле регионтан кăна килмен пулĕ ун чухне хуçалăха çĕр улми вăрлăхĕ патне.

Хуçалăхăн хальхи ертÿçи Иналук Тохтиев хуçалăхăн унчченхи чыс-сумне çĕнсе илессишĕн вăй хума шантарчĕ. Çакă вăл Платон Павлович Давыдовăн ятне манманнине, ăна тата унăн пархатарлă ĕçĕсене асрах тытнине лайăх çирĕплетĕ.

Çав кун паллă çыннăмăр пирки ырă та ăшă сăмахсем калакансем татах пулчĕç, ăна пĕлекенсен, пĕрле ĕçленисен, юнашар пурăннисен чĕрисенче унăн сăнарĕ яланах упранасси пирки каларĕç.

Платон Павлович ывăлĕ Александр Давыдов ашшĕне çавăн пек сума суса чысланăшăн асăну кунне йĕркелесе ирттерме пулăшнисене, асăну кунне хутшăннисене пысăк тав сăмахĕ каларĕ, унăн ятне çĕре ÿкермĕпĕр тесе шантарчĕ.

Кайран асăну кунне хутшăннисем Йÿçкасси чиркĕвĕнче пулчĕç, Платон Павлович Давыдов ячĕпе çуртасем çутрĕç, ăна асăнса чиркÿ настоятелĕ Сергий атте кĕлĕ ирттерчĕ. Сăмах май ку чиркĕве те ытларах Платон Павлович тăрăшнипе çĕклеме пултарнă. Кайран вара пурте масар çине кайса Платон Павлович Давыдовăн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Юськасинское сельское поселение

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика