Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ыйтусене пĕлсе тата саккуна пăхăнса хуравламалла

26 сентября 2015 г.

Ĕçсĕр çынсене шута илес тĕллевпе статистика специалисчĕсем кашни уйăхрах халăх хушшинче социологи ыйтăмĕсем ирттереççĕ. Ăна Пĕтĕм халăхсен ĕçне йĕркелекен ятарлă методологийĕпе йĕркелеççĕ. Унпа килĕшỹллĕн ĕçлекенсен шутне çаксем кĕреççĕ:

- енчен те эрнере пĕр сехет те пулин тỹлевлĕ ĕçлесен;

- харпăр хăй предприятийĕнче е тăвансем патĕнче тăрăшса, çемье предприятийĕсене пулăшсан, производство кооперативĕсен членĕсем пулсассăн;

- ял, вăрман тата килти хуçалăхра тĕрлĕ продукци туса илсессĕн, тата ытти тавара сутас тĕлĕшпе сунара е пулла çỹресен;

- чирленипе е чирлĕ çынна пăхнипе ĕçе çỹреймесессĕн е 6 уйăхран кая мар отпускра пулсассăн;

- хĕрарăм йывăр çын пулнипе е 3 çул тултарман ачана пăхнипе отпускра пулсассăн;

- çар е патшалăх службинче пулсан. Ĕçсĕр граждансем шутне вара çаксем кĕреççĕ: - ĕçсĕр лараççĕ;

- халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх е коммерциллĕ центрсене ĕç шыраса килнĕ, ĕç шыраса хаçат-журнала пĕлтерỹ панă;

- эрне хушшинче ĕçе пуçăнма хатĕр пулнă.

Шел пулин те, саккуна пĕлменнипе нумайăшĕ ĕçленине е ĕçлеменнине тĕрĕс мар палăртаççĕ. Вĕсем хăйсене пĕр-пĕр организацире е предприятире тăрăшмаççĕ пулсан ĕçсĕр тесе шутлаççĕ. Анчах та вĕсенчен нумайăшĕ килти хуçалăха ертсе пырать, республика тулашĕнче е калаçупа çирĕплетнĕ килĕшỹпе ĕçлеççĕ.

Е.ЖУКОВА,

районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директор ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика