Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ _ сывă пурнăç, юратнă ĕç

30 сентября 2015 г.

 ÇАК кунсенче Кзыл Чишмара пурăнакан хисеплĕ вăрçă участникне, тава тивĕçлĕ колхозника Хабибулла Гайнуллова пысăк юбилейпе, 90 çулпа Раççей Президенчĕн саламлă открыткипе тата парнепе хавхалантарма, саламлама, ватă умĕнче пуç тайса ăна пархатарлă ĕçшĕн тав тума район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Мансур Калмыков, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Никитина, ял тăрăх пуçлăхĕ Рустям Минаев çитнĕ.

Хабибулла Гайнулловичпа Мукадися Нуртдиновна 60 çул ытла пĕрле мăшăр кăкакарчăнсем пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Юбилейçăн пурнăçĕ çăмăлах иртмен. Каччă 1943 çулта фронта тухса кайнă та çичĕ çултан çеç тăван яла таврăннă. Ун хыççăн ватăлса шуричченех тăван колхозра тăрăшнă: завхозра, склад заведующийĕнче, лаша пăхнă çĕрте... Вунă çул ял прихутĕнче имам пулма та тỹр килнĕ.

Аксакал паян та сывлăх тĕлĕшĕнчен начар мар темелле. Хабибулла абый вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне вара чăн малтан сывă пурнăçа пăхăнса пурăннипе тата юратнă ĕçпе çыхăнтарать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика