Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухăш

19 сентября 2015 г.

 В. КУЗНЕЦОВ,"Звезда" ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи:

_ Ĕçлекен, тăрăшакан çын яланах хисеплĕ, сумлă. Ун пек хастарсем паян пирĕн хушăра та чылай. Çавăнпа та 2016 çула Ĕç çынни çулталăкĕ тесе палăртнине питĕ ырлатăп. Апла пулсан, çитес çул ял хуçалăхĕнче, ытти отрасльсенче хăйсен тỹпине чун-чĕререн хывакан çынсене хисеп, тав тума, çав вăхăтрах вĕсене пысăк шайра хавхалантарма та майĕсем пулĕç.

Л. ИСХАКОВ, учитель-пенсионер, ĕç ветеранĕ, Кзыл Чишма ялĕ:

_ Тĕплĕн шухăшласан, вăл кашни çулах тăрăшса, пикенсе ĕçлекенсен çулталăкĕ темелле. Апла пулин те Михаил Игнатьев çывхарса килекен çĕнĕ çула Ĕç çыннипе ятарласа çыхăнтарнине ырласа йышăнтăм. Ят панă çулталăкра рабочисен профессийĕсен ят-сумне çĕклемелли çинчен те палăртнă. Чи пултаруллисене, матуррисене чысласси чăннипех те кирлĕ.

Хам пирки çакна палăртса хăварасшăн. Ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре 42 çул тăрăшрăм. Кирек мĕнле тивĕçре те яваплăха туйса ĕçлерĕм темелле. Ахальтенех мар-тăр тăтăшах ăмăрту çĕнтерỹçисем хушшинче те пултăм, вĕрентỹри тăрăшулăхăмшăн Раççей шайĕнчи Хисеп грамотине те тивĕçрĕм. Шанас килет, Ĕç çынни çулталăкĕнче уйрăмах çамрăк специалистсем те хăйсен ăнтăлуне ытларах кăтартĕç. Нумай çул хастарлăхне кăтартса тăрăшакансене тивĕçлипе тав туни вара кирлех.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика