Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав ăнăçлă иртрĕ

16 сентября 2015 г.

Пĕрлехи суйлава ирттерсе яма 52 суйлав участокĕ туса хунă.

..Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан 1266 çын суйлава маларах хутшăннă.

СУЙЛАВ кунхине çанталăкĕ те хĕвеллĕ те янкăр тăчĕ. Ял çыннисене пахчара ĕçлеме те питĕ лайăх, анчах Козловка-Пăлакассинче пурăнакансем Конституци умĕнчи тивĕçе пурнăçлассине мала хучĕç. Культура çуртĕн-че вырнаçнă суйлав участокне чи малтан Юрийпа Нина Волковсем çитрĕç. Вĕсен алли çăмăл пулчĕ курăнать: хăйсен сассисене парассишĕн ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те утма пуçларĕç. Кăнтăрла тĕлне халăхăн 50 проценчĕ суйлава килчĕ. Пĕрремĕш хут сасăлава хутшăнакансем те пулчĕç. Вĕсене суйлав участокĕн председателĕ Т. Арланова парнесем парса хавхалантарчĕ, малашне те хастар пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

Пăлакассипе Козловкăран суйлава 217 çын хутшăнмаллаччĕ, 207-ĕн килчĕç. Пĕтĕмлетỹсем тунă хыççăн çакă палăрчĕ: икĕ ялта пурăнакансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма _ М. Игнатьева, районти депутатсен Пухăвĕн депутатне ларма _ А. Каргина, ял депутатĕнче ĕçлеме Н. Ярусова шанаççĕ. Сăмах май, хальхи суйлавра та 106-мĕш участок бюллетеньсене шутласа пĕтерсе пĕрремĕш леçсе панă.

х х х

Кивĕ Катекри 104-мĕш суйлав участокĕнче, культура çуртĕнче, ирхине-ирех хаваслă кĕвĕ янăрарĕ. Суйлавпа малашлăх та çыхăннине шута илсе çынсем хаваспах хăйсен сассисене пама васкарĕç. Ялта пурăнакан 407 çынран 386-шĕ участока килчĕç. Тухса çỹреймен ватăсем патне комисси членĕсем ятарласа килĕсене кайрĕç. Чи ватă, 100 çултан та иртнĕ Анастасия Исаева патне те çитрĕç. 18 çул тултарнă виçĕ çамрăк та суйлавран пăрăнмарĕç.

х х х

Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче те суйлав аван иртнине палăртма кăмăллă. Виçĕ ялта _ Красномайскинче, Çĕнĕ Чĕпкасра тата Кзыл Чишмара _ пурăнакансен 86,3 проценчĕ сасăлава килнĕ. Маларах 30 çын тĕрлĕ сăлтава пула вăхăт çитичченех хăйсен шухăшĕсене заявлени çырса тăратса хăварнă. Суйлава пĕтĕмлетнĕ хыççăн ялсенче пурăнакансем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма М. Игнатьевах тивĕçлĕ тесе хак пани палăрнă.

(Хамăр корр.)

Пĕрлĕхлĕ суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, списока кĕртнĕ 27926 çынран 85 процент ытларахăшĕ суйлава хутшăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ _ 83 процент е 19659 çын _ хăйсен сассисене Михаил Игнатьевшăн панă. Валентин Шурчанов 2075 сасă (9 процент), Олег Николаев _ 1117 (5), Константин Субботин 239 сасă (1 процент) пухнă.

Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен 24 мандатĕнчен 22-шĕ "Единая Россия" партинчен, çакă 92 процентпа танлашать.

Ял тăрăхĕсенчи депутатсен 212 мандатĕнчен 95 проценчĕ "Единая Россия" партирен, иккĕшĕ _ "КПРФ", 6 депутат хăйсене хăйсем тăратнисем суйланнă, пĕр мандат вара хальлĕхе пушах.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика