Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташлама та вĕрентет, юрлама та

07 марта 2013 г.

          Çĕнĕ Пăвари "Камбрэ" ташă ушкăнĕ кĕске хушăрах районта чапа тухрĕ. Виççĕмĕш çул пысăк коллектив "Грация" фестивальте Гран-при çĕнсе илнĕ. Ушкăна Диана Турхан ертсе пырать.

Диана Анатольевнăн ачасене ертсе пырас пултарулăхĕ пысăккине тахçанах илтнĕ, анчах хăйĕнпе паллашма тỹр килмен. Культработниксен районти канашлăвĕнче ташă ушкăнĕн ертỹçине район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Раççей Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин Атăлпа Вятка академийĕн ĕнерхи студенчĕ хальхи вăхăтра Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать. Унсăр пуçне кĕçĕн классенче технологи, музыка урокĕсене ертсе пырать.

Пĕрремĕш класранах тĕрлĕрен хусканусем тума юратнă Диана. Пĕчĕкрех чухне Алиса аппăшĕ ташланине вăрттăн сăнаса пăхса тăнă вăл. Малтанах хĕр ача шкулти ташă конкурсĕсене хутшăннă. Каярахпа, аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра, "Грация" ташă фестивальне район шайĕнче йĕркелесен, унтан та пăрăнман. Аслă шкулта вĕренỹре малта пыракан хĕр студентсен пĕрлешĕвĕнче тăрăшнă.

- Ачасемпе ĕçлесси мана питĕ килĕшет. Ташлама пĕлни вăл кирек ăçта та ытлашши мар. Çавăнпа та йышлăн çỹреççĕ пултарулăх ушкăнне. Тин кăна тейĕн фестиваль иртрĕ, эпир вара паянах çĕнĕ хусканусем тума вĕренетпĕр, тепĕр фестивале хатĕрленетпĕр. Тăрăшмасăр, вăй хумасăр нимĕнле çитĕнỹ те пулаймасть. Çакна эпĕ кăна мар, манăн пĕчĕк туссем те ăнланаççĕ , - тет Диана Анатольевна.

Сăн ỹкерчĕкре: Д.Турхан.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика