Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тỹлевсĕр вĕренỹ йĕркеленĕ

29 августа 2015 г.

Профессионаллă вĕрентỹ - ĕç паракансемпе ĕç шыракансем хушшинчи шайсăрлăха пĕчĕклетмелли, предприятисенчи вакантлă вырăнсене тултармалли мел. Ĕçсĕр ларакан çынсене вĕрентессине ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене тата специальноçсене шута илсе йĕркелеççĕ.

2015 çулăн январьпе август уйăхĕсен хушшинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 46 çынна професси илме май панă. Вĕсенчен 37-шĕ - ĕçсĕррисем, 2-шĕ - пенсионер, 7-шĕ - виçĕ çула çитмен ачапа ларакан хĕрарăмсем.

Çак профессисемпе пĕлĕве тата квалификацине ỹстерессине йĕркеленĕ: 6 çын - тракторист, 1 çын - парикмахер, 1 çын - 1С суту-илỹ учечĕ, 5 çын - 1С предприяти, 17 çын - уйрăм охранник, 2 çын - "В" категориллĕ водитель, 1 çын - маникюр, 1 çын - бухгалтер (квалификаци ỹстернĕ), 1 çын - газ хуçалăхĕнчи слесарь, 2 çын - менеджер, 2 çын - заправка станцийĕн операторĕ, 1 çын - 1С суту-илỹ управленийĕ, 3 çын - повар, 2 çын - кадр инспекторĕсем, 1 çын - котельнăй операторĕ.

Çитес вăхăтра уйрăм охранник специальноçĕпе вĕрентỹ пуçланать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр виçĕ çула çитмен ачапа ларакан хĕрарăмсене маникюрша (педикюрша) профессине вĕрентме планлать.

Вĕренме кăмăл тăвакансене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пыма йыхравлатпăр. Адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-13-79.

Е.ЖУКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика