Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профессипе чи лайăххи

07 марта 2013 г.

Профессипе чи лайăххи

Л.СОФРОНОВА, уйрăм заведующийĕ.

 ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Халăха социаллă хÿтлĕх парассипе ĕçлекен Вăрмарти центр» бюджетлă учрежденин Арапуçĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалласа «Профессипе чи лайăххи - 2013» ятпа чи лайăх социаллă ĕçченсен конкурсĕ иртрĕ.

Унта асăннă уйрăмра вăй хуракан Н.Петрова, В.Викторова, Н.Максимова, Л.Иванова, В.Михайлова, Л.Иванова хутшăннă. Конкурса хутшăнакансене асăннă уйрăм заведующийĕ Л.Софронова, Центр директорĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Т.Григорьева, профсоюзсен пуçламăш организацийĕн председателĕ И.Александрова саламланă, ăнăçу суннă. Конкурса хутшăннисем социаллă ĕçпе мĕнлерех пулăшу кÿнине, теори пĕлĕвне кăтартнă. Художествăлла пултарулăх, кулинари ăсталăхне палăртнă. Кинемисемпе мучисем вĕсене пур хăватпа хавхалантарса пынă, пĕрле тĕрлĕ конкурссене, инсценировкăсене хутшăннă.

«Ырă кăмăллă» номинацире Н. Максимова, «Шанăçпа пурăнакан» - В. Михайлова, «Активлă» - Л.Иванова, «Çирĕп тĕллевлĕ» - Л.Арсентьева, «Ырăлăх» - Л.Иванова, «Коммуникабельлĕ» номинацисенче В.Викторова тивĕçнĕ. «Профессипе чи лайăххи - 2013» ята Н.Петрова çĕнсе илнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика