Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттесемпе аннесемпе театрта

07 марта 2013 г.

 

 

Эпир, Арапуçĕнчи 5-мĕш класс ачисем, питĕ савăнăçлă пурăнатпăр. Иртнĕ кунсенче пире атте-аннесем хăйсемпе пĕрле Шупашкара театр курма кайма сĕнчĕç. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр, камите трагединчен уйăрма пĕлмелле-çке-ха.

Эпир хамăр класс ертÿçипе Мария Михайловна Николаевăпа çул çинче тăван ен тавралăхĕпе киленсе пытăмăр. Мĕнле хитре-çке Шупашкар хули: Атăл хĕрринче мăнаçлăн курăнса ларать Чăваш академи драма театрĕ. Юнашарах вара Чăваш наци музейĕ вырнаçнă. Эпир малтан залив хĕрринче уçăлса çÿрерĕмĕр, пăртан тунă хитре скульптурăсемпе паллашрăмăр. Ун хыççăн наци музейне кĕрсе куртăмăр. Интереслĕ, чаплă музей ку, эпир чăвашсен пурнăçĕ çинчен нумай çĕнни пĕлтĕмĕр. Каç пулнă çĕре театра çитрĕмĕр. Мĕнле хитре-çке вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрĕ, пысăк та çавра колоннăсем, мрамор сарнă урайсем, юмахри пек люстра... Залра вара пĕр пушă вырăн та çук. Спектакль питĕ интереслĕ пулчĕ. Пире пурне те килĕшрĕ вăл. Ачасем ан ÿркенĕр театрсене çÿреме!

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика