Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хакли - ял-йыш хисепĕ

07 марта 2013 г.

 

Кашни çын тĕрлĕрен, кашниех хăй мĕнле пурăнма пĕлнĕ пек пурăнать. Анчах та мĕнле çынсем çĕр çинче тарăн йĕр хăвараççĕ-ха? Паллах, укçашăн çунакансем мар, çынсене юратакансем, çынсемшĕн тăрăшакансем, çынсене савăнтаракансем. Вĕсен хушшинче нумай çул хушши колхоз производствинче вăй хунă ватă çынсем те, çамрăксем те пур.

Паян сăмах Арапуçĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Степ» ятлă ташлакансен ушкăнне ертсе пыракан Римма Николаевна Михайлова çинчен пырать. Римма 1991 çулта Арапуç ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ - Николай Леонидович нумай çул хушши колхозра ĕçленĕ, амăшĕ вара - Вера Рудольфовна - Арапуç больницинче нумай çул медицина сестри пулса вăй хунă. Ĕçченлĕх те пуласлăхĕ Риммăн ашшĕнчен пулмалла, тирпейлĕхпе тăрăшулăхĕ вара - амăшĕнчен. Ятне ку хĕр ачана асламăшне аса илсе панă пулмалла. Римма Михайловна «Путь Ильича» колхозра строительсен бригадине ертсе пынă. Культура çурчĕ, вăтам шкул, ача сачĕ, ĕне, сысна фермисем тунă çĕрте ĕçленĕ. Шел пулин те, йывăр чире пула Римма Михайловна хĕрĕх çултан иртсенех пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

Малалла ун ĕçне Римма ятлă мăнукĕ тăсрĕ. 2008 çулта Римма Николаевна ялти Культура çурчĕ çумĕнче «Степ» ятлă ташлакансен ушкăнне йĕркелерĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех Римма ташăсем шухăшласа тупнă, çĕнĕ ташăсене вара класри ачасемпе сцена çинче ташланă. 9-мĕш класс хыççăн хăйĕн пурнăçне ташăпа çыхăнтарас шухăшпа Шупашкарти Культура училищин хореографи уйрăмне вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ вăхăтра Арапуçĕнче ташлакансен ушкăнне йĕркелесе ярать. Кашни эрнере, шăмат кунпа вырсарни кун ачасем Культура çуртне чупаççĕ, ташăсем вĕренеççĕ. Ял çыннисем валли вара çулталăкра икĕ хут концерт лартса параççĕ. Кашни ташăн костюмĕсем тĕрлĕрен. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем ыйтнипе ташлакансен ушкăнĕ валли ял администрацийĕ уйрăм пÿлĕм уйăрса пачĕ. Пÿлĕмĕ вара - чăн-чăн балет ăстисенни пекех! Римма Николаевна çĕнĕрен те çĕнĕрен ташăсем вĕрентет ял ачисене.

2012 çулхи январь уйăхĕнче Римма патне асаннесемпе кукамайсем пычĕç. Вĕсем хăйсен ача садне çÿрекен мăнукĕсем валли тепĕр ушкăн йĕркелесе яма ыйтрĕç. Римма Николаевна хаваспах килĕшрĕ. Ун хыççăн ĕнтĕ пĕчĕк мăнукĕсем темиçе хут та сцена çине тухса ял çыннисене савăнтарчĕç. Артист пулма пĕчĕкренех вĕренмелле-çке.

Нумай конкурса хутшăнчĕ Арапуçĕнчи «Степ» ятлă ташлакансен ушкăнĕ, чылай çĕртен лауреат ятне çĕнсе илсе килчĕ коллектив.

Римма пурнăçĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вăл училище пĕтерсе института вĕренме кĕчĕ, ялти Сергей ятлă каччăпа пĕрлешсе телейлĕ çемье çавăрчĕç. Ĕçне кура хисепĕ те. Ял администрацийĕ Римма Николаевнăна темиçе хут та Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне те илме тивĕçлĕ пулчĕ вăл. Чи хакли вара - çынсем юратни. Кашни концерт хыççăн чечексем, парнесем, ырă сăмахсем...

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика