Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтовик ачисем музейра

11 августа 2015 г.

Фронтовик ачисем музейра

Ытларах çу кунĕсенче кашни ялтах тăвансем пĕрле пуçтарăнаççĕ. Отпуск та çав вăхăтра илеççĕ. Акă, нумаях пулмасть Енĕш Нăрвашра Кĕртте йăхĕнчи Иван Сергеевич Сергеевăн ачисемпе мăнукĕсем Раиса Сергеевна Иванова (Сергеева) килĕнче пуçтарăнчĕç. Çав кунсенче пĕрле пурăнакан Марита хĕрĕн 50 çулхи юбилейĕ пулчĕ.

Иван Сергеевич Сергеев (1924 çулхи) 1942 çулхи август уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Фронтра мĕн вăрçă чарăничченех çапăçнă, 4 хутчен аманнă. Паттăр аслă сержант танксене хирĕç кĕрешекен дивизионта оруди командирĕ пулнă. Çĕнтерỹ кунне Германире кĕтсе илнĕ. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн III, II степень Мухтав орденĕсемпе тата "Германие çĕнтернĕшĕн" медале тивĕçнĕ.

Тĕрлĕ кĕтесрен килнĕ аякри хăнасем ялти исторрипе асăну музейне çитсе курма кăмăл турĕç. Экскурсире самай çеç пысăк ушкăн пуçтарăнчĕ: И.С.Сергеевăн аслă ывăлĕ Володя тата мăшăрĕ Валентина (Казахстанри Лисаковск хулинчен), Леонид ывăлĕ (Германири Таннхаузен хулинчен), хĕрĕ Зинаида тата унăн мăшăрĕ Александр (Краснотуринск хулинчен), тепĕр хĕрĕ Ирина (çав хуларанах), унăн ывăлĕ Вячеславпа мăшăрĕ Разия тата вĕсен хĕрĕ Юлия, мăнукĕ Анастасия (Мускав хулинчен). Вĕсемпе пĕрле Раиса Сергеевнăпа (И.С.Сергеевăн тăван йăмăкĕ) унăн ывăлĕ Евгений та килнĕ. Ентешсене музей хăйĕн пуянлăхĕпе тыткăнларĕ. Кашни пỹлĕмри экспонатсемпе паллашрĕç. Çар Мухтавĕн пỹлĕмĕнче вĕсен ашшĕн И.С.Сергеевăн сăн ỹкерчĕкĕ, "Астăвăм" кĕнекере ун пирки çырнипе интернетри наградăсем илме тăратанă лист пур. Паллах, хăнасене ял тата колхоз историйĕнче тарăн йĕр хăварнă çывăх тăванĕсен кун-çулĕ те интереслентерчĕ. Сăмахран, Сергей Григорьевич Григорьев хăй вăхăтĕнче "Красная Чувашия" колхоз председателĕнче ĕçленĕ.

Юлашкинчен Сергеевсен тăванĕсем хăйсен ашшĕ ялĕнче çавăн пек пуян музей йĕркелесе яракансен тата ăна малалла аталантарса пыракансен ячĕпе пысăк тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика