Ефремкасинский территориальный отдел администрации Аликовского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă выраççĕ, çĕр улми те кăлараççĕ

18 августа 2015 г.

Районти хуçалăхсенче тырпул пухса кĕртес ĕç сарăлсах пырать. Августăн 17-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырăсене 4247 гектар (44,3 процент) вырнă.

Ку енĕпе «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать. Планпа палăртнă 1133 гектар вырăнне 888 гектар (78,4 процент) вырнă. «Алмаз» обществăра та ĕç-хĕл кал-кал пырать. Кунта тĕш тырăсене 458 гектар (53 процент) пухса кĕртнĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен С. Волков ертсе пыраканни ăнăçлăрах ĕçлет.

Г. Исаев, Ю. Никифоров хуçалăхĕсенче те тырă вырассине лайăх йĕркеленĕ. Тырă тухăçĕ, вăтамран илсен, 23 центнерпа танлашать. «Новый путь», «Алмаз», «Журавлев», С. Волков, Г. Исаев, Ю. Никифоров, Г. Петриков, Э. Лебедев, О. Петров ертсе пыракан хуçалăхсенче тырă хÿхĕм ÿсни курăнать, тухăç - 25-30 центнер.

Уй-хирте 25 комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тăвать, çав шутран «Правда» хуçалăхра 4 вырма экипажĕ ĕçлет.

Кĕр аки вăхăчĕ çывхарсах пырать, çавна май çĕр хатĕрлекен агрегатсем хăвăртлăха ÿстерсех пыраççĕ. Пĕтĕмпе 2410 гектар (68,9 процент) çемçетсе хатĕрленĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, тĕпрен илсен, ку ĕçе вĕçленĕ. «Авангард» хуçалăхра та акма çĕр хатĕрлесе çитернĕ, çак ĕçе 350 гектар çинче пурнăçланă. «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче те сухалассине çывăх вăхăтрах вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ.

Кĕрхи çĕртме сухин пĕлтерĕшĕ пысăкки паллă. Çавна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те. «Новый путь», «Алмаз», «Правда» хуçалăхсенче, ку агротехникăлла ĕçе 440 гектар тунă.

«Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улмие 105 гектар çинче ÿстернĕ. Ăна пухса кĕртес ĕç пуçланнă, 5 гектар кăларнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика