Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле килĕштерсе тунặ ĕς тухặςлặ та усặллặ пулĕ

20 августа 2015 г.

Мĕн-ши вăл, Тăван çĕршыв?

Аякра-ши, çывăх-ши?

Аякра та, çывăх та,

Каласа парам, тăхта...

Петĕр Хусанкай.

Акă, Вăрмар хула тăрăхĕнчен те инçех мар пысăк ял мăнаçлăн курăнса ларать. Ку вăл - Кивĕ Вăрмар ялĕ. Унăн ытти ялсенчен уйрăлса тăракан палли - гербпа ялав пурри. Вăрмар поселокĕнчен тухсанах асфальтлă такăр çул пире çак ял тăрăхĕпе çыхăнтарать. Çийĕнчех çырма-çатраллă вырăнта ларнине асăрхатăн, анчах та çакă ял илемне татах та хăйнеевĕрлĕ сăн-сăпат кĕртет. Ял урамĕсене темиçе ĕмĕрхи лапсăркка йăмрасем, шурă хурăнсем яштака хĕр пек хăйсен илемĕпе илĕртеççĕ - вĕсене çак ялăн ĕçчен те тăрăшуллă çыннисем хăрушсăрлăха пăхăнса та, çыран хĕррисем ан ишĕлччĕр тесе лартса тухнă ĕнтĕ. Ял çыннисен тăрăшулăхĕпе икĕ хутлă çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем кăмпа пек хăпара-хăпара лараççĕ, кивĕ çуртсене юсаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ. Ял халăхĕн пурнăç условийĕ 1990-мĕш çулсенчех лайăх еннелле улшăнма тытăннă: кил-çуртсене çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ (500 яхăн), хăшĕ-пĕрисен пÿрте шыв кĕрет, шыв тухать. Вĕсене курсан чун-чĕре савăнăçпа тулать, ĕçчен çынсене алă тытсах мухтас килет.

Кивĕ Вăрмар ял тăрăх территорийĕнче 630 хуçалăхра 1573 çын пурăнать. Вĕсенчен ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри арçынсем — 772, хĕрарăмсем — 801; 429 пенсионер, ача-пăча тата шкула каяканнисем -178. Çавăн пекех хăй вăхăтĕнче ялта çуралса ÿснĕ, халĕ хулара пурăнакансем чылай, çуллахи кунсенче тăван яла килсе кунти пахчапа тата çĕрпе усă курса тĕрлĕ пахча çимĕç лартса-туса илекенсен йышĕ - 122. Яла юлакан çамрăк мăшăрсем пуррине те палăртмалла: патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тин чăмăртаннă 4 çемье кил-çурт çавăрма пултарчĕ. Телей мар-и-ха çакă/ Çурчĕсем ăшă та çутă, шыв та, туалетпа ваннăй та пур. Çакăн пек условисенче пурăнакан çамрăк çемьесенче ача-пăча ытларах çураласса шанас килет. Акă, 15 çемьере 3-шер ача пурри демографи лару-тăрăвне пысăк витĕм кÿрет, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать, мĕншĕн тесен патшалăх тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ парать. Пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе 16 çемье черетре тăрать. Палăртса хăварас килет: 5 ачаллă çемьесем ялта — 2. 2014 çулта пурĕ 16 ача çуралнă. Кивĕ Вăрмар ялĕнче арçынсенчен чи ватти Н.Иванов 1923 çулта çуралнă, хĕрарăмсенчен - 1916 çулта çуралнă М.Николаева; Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем ялта - 2, салтакăн тăлăх арăмĕсем - 11, тыл ĕçченĕсем - 45, ĕç ветеранĕсем - 220, Афганистан вăрçинче пулнисем - 3, Чечен хирĕç-тăрăвне хутшăннисем - 4, Чернобыльте пулнă участниксем - 2. Пулăшу кирлисене пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Ялта тĕпленнисем вара тĕрлĕ енлĕ ĕçлесе пурăнаççĕ: кам çĕр ĕçĕнче вăй хурса унтан пайтине илет, суту-илÿ тăвакансем те пур, ялти социаллă сферăсенче те тăрăшаççĕ; В.Енькова, Г.Харитонов, С.Михайлов, В.Егорова уйрăм çын предпринимательсем ăнăçлă ĕçлеççĕ; «ĕçлес текен валли ĕç яланах тупăнать» теççĕ те, анчах ялти вăй питти арçынсем Мускав, Хусан хулисене ĕçлеме çÿрени шухăшлаттарать. Укçа-тенкĕпе çыхăннă-çке.

Çĕрсĕр этем хресчен мар

Çĕр ĕçченĕшĕн мĕн авалтанпах çĕртен хакли нимĕн те пулман. Кунта тĕлĕнмелли çук. Çĕр ăна тăрантарнă та, тумлантарнă та. Акă, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн территорийĕнче 2164 гектар çĕр шутланать, çав шутран 320 гектарне харпăр хăй хуçалăхĕсене арендăна панă, çавăн пекех «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи 298 гектарĕпе аренда шучĕпе усă курать. Ку хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсем 1842 гектар йышăнаççĕ, çав шутра кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем - 771 гектар. Хальхи вăхăтра 663 гектар çинчен пухса кĕртнĕ те ĕнтĕ. «Ялти çĕрпе ĕçлеме кăмăл тăвакан фермерсем пурри чуна савăнтарать. Вĕсем ял тăрăхĕн администрацине килсе 10-50 гектар таранччен çĕр ыйтса заявленисем çыраççĕ. Кунашкал ыйтусене пăхса тухса пирĕн вĕсене пулăшса аренда шучĕпе çĕрпе усă курса ĕçлемешкĕн условисем туса памалла, ял тăрăхĕнчи çĕрсене ĕçе кĕртесси тата вĕсемпе тĕллевлĕн те туллин усă курасси паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Анчах та тепĕр тĕрлĕ пулăм та палăрать. Юлашки çулсенче чылай çын малтан усă курма илнĕ çĕрсене тĕрлĕ сăлтавсене пула каялла тавăрса пама заявленисем çырать. Çакă та шухăшлаттарать»,- тесе палăртать çак ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Борисов.

Кĕтÿ кĕни - ял илемĕ

Ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕхсĕр нихăçан та пурăнман. Урам тулли кĕтÿ кĕни мĕн ĕлĕкренех яла илем кÿнĕ. Анчах та юлашки çулсенче кунта та выльăх шучĕ чакни сисĕнет, çакă пăшăрхантарать те. «Ĕне пулсан ял пулать», - тенешкел ялта уйрăм хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх пурĕ паянхи куна 84 пуç (2012 çулта - 126 пуç, 2013 çулта - 106 пуç); 123 пуç сысна, 2012 çулта - 277 пуç, 2013 çулта - 180 пуç; лаша - 6 пуç, 2012 çулта - 6 пуç, 2013 çулта - 8 пуç; чăх-чĕп - 7861, 2012 çулта - 1684, 2013 - 1594* вĕлле хурчĕ - 117 пуç. Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхне, чăх-чĕпне çитĕнтерме утă-улăмĕ те, тырри-пулли те сахал мар кирлĕ. Вĕсене акса-туса илме укçи-тенки тата çĕрĕ пулмалла-çке. Ялта пурăнакансене уйрăм хушма хуçалăха аталантарма май паракан тĕрлĕрен патшалăх программи ĕçлет. Çав программăпа усă курса 2014 çулта çăмăллăх кредитне 44 çын илнĕ, çакă вăл пĕтĕмĕшле 10 млн та 738 пин тенкĕпе танлашнă.

Кивĕ Вăрмар ял территорийĕнче «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи - чи пысăк предприятисенчен пĕри. Паянхи куна кунта пурĕ 116 çын тăрăшать. Вырăнти халăх хăйне кирлĕ таварсене - аш-какай, çăмарта, усрамалли кайăк-кĕшĕкне кунтанах туянать.

Укçа шута юратать

Ял тăрăхĕн бюджечĕ иртнĕ çул 3700 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, хăйсем тунă тупăш пайĕ 2954 пин ?2013 çулта - 2118 пин% тенкĕ пулнă. Çак ялта урамсене çĕрлехи вăхăтра çутатма 2006 çултах çĕнĕ технологие тĕпе хурса автоматизированнăй 6 подстанци туса лартнă, ăна тивĕçтерме 113 пин тенкĕ, ялтан йăла каяшне полигона тиесе ăсатма 195 пин тенкĕ тăкакланă. «Çул-йĕрсене лайăхлатасси» программăпа усă курса «Трансремстрой» тулли мар яваплă общество Виçпÿрт енчи Ленин, Николаев, Терешкова урамĕсенче вак чул сарса çула хытарнă, 800 пин тенкĕ расхутланă, хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатса тăма тата шăтăк-путăксене саплама 316 пин тенкĕ тăкакланă. Ял администрацийĕ çинче пăхса тăмалли 2 плотина тăрать, пĕрне 2006 çултах тĕпренех юсанă, 2014 çулта ялăн кăнтăр енчи плотинана хута янă, тăкаксене хăйсен бюджетĕнчен саплаштарнă, çакă 253 пин те 889 тенкĕпе танлашнă. Шыв уçламалли 2 башня пур. Паянхи куна вĕсене пурне те ял хысни çине куçарнă, мĕншĕн тесен вĕсемпе ял халăхĕ усă курать. 327 хуçалăха паха шывпа тивĕçтерет вăл. Палăртма кăмăллă: ĕçмелли шыва çулсеренех хими тĕлĕшĕнчен анализ тăваççĕ. Çапла, çыннăн сывлăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ, паха шывпа кăна усă куртăр тесе тăрăшаççĕ. «Шыв башни тавра выльăх-чĕрлĕх кĕрсе ан кайтăр тесе карта тытса çавăрнă. Çак ĕçе халăхпа пĕрле пуçтарăнса туслăн пурнăçларăмăр. Пĕрле килĕштерсе тунă ĕç усăллă та тухăçлă»,- палăртать Николай Иванович. - Чăн та, пĕр ĕç те халăхсăр пулмасть. Акă, çулсеренех ял масарĕ çине пĕтĕм ял-йыш тухса субботник ирттересси те ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ». Ырă ĕçе тăвассине йăлана кĕртнипе пĕрлех инкек-синкекре те айккинче пăрахса хăвармаççĕ. Пушара пула тăкак тÿснĕ Федоровсене, Желтухинсене укçа-тенкĕпе пулăшу кÿнĕ. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ял халăхĕпе час-часах пушар хуралĕн ĕçченĕсем профилактикăлла калаçусем ирттереççĕ, хуçалăхри шыв пичкисене çуллахи вăхăтра тулли тытса тăма сĕнеççĕ, ача-пăчана пысăк тимлĕх уйăрмаллине калаççĕ.

Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пур ыйтăвĕсене татса парасси вырăнти ял администрацийĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри. Паянхи куна илсен штатра 3 специалист вăй хурать, 2015 çулта вĕсем 1465 чухлĕ тĕрлĕрен справкăсем панă. Нотариаллă 16 ĕç тунă. Çавăн пекех ял тăрăхĕн бюджетне пырса кĕнипе тăкакланнин укçи-тенкине ăçта тата хăçан усă курнине шута илеççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа ялти палăка тĕпренех юсанă. Территорине тирпей-илем кĕртессишĕн те тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем.

Пурнăç ĕç çинче кăна тытăнса тăмасть, вăхăтра канма та пĕлес пулать.

Çынсене канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем туса парасси те пĕлтерĕшлĕ. Çак ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă культура центрĕ вырăнти ял-йыша тĕрлĕ мероприятисемпе тăтăшах савăнтарать пулсан, ялти халăх районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнса кăмăлне уçать. В.Енькова уйрăм çын предприниматель 2014 çулта республика шайĕнче иртнĕ «Тавралăха тирпей-илем кĕртесси» конкурса хутшăннă, вăл «Кану вырăнĕсем йĕркелесси тата чечек лартасси» номинацире çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ.

Ĕçрен пушаннă вăхăтра ялти модельнăй библиотекăна ватти-вĕтти çÿреме кăмăллать. Çавăн пекех ялта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул -1, ача сачĕ -1, çыхăну уйрăмĕ -1, фельдшерпа акушер пункчĕ -1, суту-илÿ лавкки - 4, павильон -1 пур, вĕсем вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене пур енлĕн тивĕçтереççĕ.

Ял тăрăхĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Уйрăмах футбол выляма кăмăл тăваççĕ. Ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ команди районта иртекен пĕр ăмăртусенчен те юлмасть, хутшăнса призлă вырăнсене те çĕнсе илнĕ.

Паянхипе кăна мар, ыранхи çинчен те шухăшламалла.

Малашлăх пирки шухăшлани-калаçни аван. Анчах та умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласси ытларах чухне вырăнти депутатсем, староста, актив, ял тăрăхĕн территорийĕнчи кашни çын пуçаруллă та активлă пулнипе, пĕрлехи ыйтусене татса парассишĕн вĕсене харпăр хăйĕн вырăнне хурса тăрăшнипе çыхăннă.

«Эпир пурăнакан ял тăрăхĕ - пирĕншĕн тăван кил шутланать. Хамăр хăтлăх кĕртмесен кам килсе туса парасса кĕтмелле?» - палăртрĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Иванович Борисов.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика