Алманчинское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн паянхи Раççейри пĕлтерĕшĕ

18 августа 2015 г.

Чăваш Енĕн паянхи Раççейри пĕлтерĕшĕ

(Малалли. Пуçламăшĕ 61-мĕш номерте) Демографи ỹсĕмĕ — Пĕлтĕр Владимир Путин регионти демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă? — Чăваш Ен хăнисем пирĕн хуласемпе поселоксен урамĕсенче ача кỹми тĕртсе пыракан çамрăк хĕрарăмсем нумаййи пирки каланине илтме кăмăллă. Нумай ачаллă çемьесем ытларах та ытларах, вĕсенче виçшер, тăватшар, пилĕкшер ача çитĕнет. Çакă эпир республикăра ача амăшĕпе ачалăха пулăшас тата хỹтĕлес енĕпе тĕрĕс çул суйласа илнине çирĕплетет. Юлашки икĕ çулта эпир демографи лару-тăрăвне самаях лайăхлатрăмăр, пĕлтĕр çуралнă ачасен шучĕ çын вилессинчен пин çынна яхăн нумайрах пулчĕ — Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи лайăх кăтарту. Апла-тăк пирĕн мăшăрсем çуратма шикленмеççĕ, мĕншĕн тесен хăйсен ачисен пуласлăхĕ лайăххине ĕненеççĕ. Амăшĕн сисĕмлĕ чĕрине вара улталаймăн. Çак условисенче эпĕ пирĕн республикăн пĕчĕк гражданĕсем çуралнă хыççăн пирвайхи кунсенченех хăйсене хăтлă туйччăр тесе май пуррине тата май çуккине пĕтĕмпех тумаллине хамăн тивĕç вырăнне хуратăп. Çавăнпа Чăваш Енре ачалăха пулăшас тата хỹтĕлес тĕллевлĕ патшалăх политикине малалла тăсăпăр кăна мар, вăйлатăпăр та. Ĕçлес кăмăл пулмасан кун пирки иккĕленме пулать. Çав вăхăтрах, тĕслĕхрен, Чăваш Енре ача сачĕсенчи черетсемпе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех пулнине аса илме пулать. Социаллă çивĕчлĕхе сирмешкĕн эпир çирĕп йышăну турăмăр. Ачисем 1,5 çултан пуçласа 3-ччен ача сачĕсене çỹремен çемьесене 2011 çулхи апрельтен тытăнса уйăхсерен 4330 тенкĕ пособи тỹленĕ. Çак проекта ача сачĕсенче вырăн çителĕксĕррипе çыхăннă çивĕчлĕх пур муниципалитетсенче пурнăçланă, Шупашкар, Канаш хулисенче, Шупашкар районĕнче. Республика бюджечĕн укçипе çыхăннă дефицита пăхмасăр май тупрăмăр, йывăр лару-тăрура çемьесене тĕрев патăмăр. Ку проекта виçĕ çул тытса пынă, патшалăх пулăшăвне сахал тупăшлă 4 пин ытла çемье илнĕ. Çак тĕллевпе 17 млн тенкĕ ытла уйăрнă. — Халĕ ку енĕпе тĕллевсем çĕнелчĕç. Чăваш Енре пĕрин хыççăн тепри ача сачĕсем çĕкленеççĕ... — 90-мĕш çулсенче ача сачĕсен çурчĕсенче лавккасем, çĕвĕ тата сĕтел-пукан мастерскойĕсем, парикмахерскисем, складсем, хупахсем уçăлнине курсан чун ырататчĕ. Кăтартăвĕ — садиксенчи ушкăнсенче ача нумаййи, унта йышăнмалли 20 пин ачана çитнĕ черет. Паян пурте ăнланатпăр, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курас тĕлĕшпе йăнăшсем тунă. Çак лару-тăру урок пултăр, малашне апла йăнăшма юрамасть. 2012 çулта Чăваш Енре юлашки вунă çулта пуçласа çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ. Унăн строительствине хам тĕрĕслесе тăтăм. Унтанпа республикăра 40 ача сачĕ тунă тата реконструкциленĕ, хушма 20 пин вырăн йeркеленĕ. Çакăн пирки пусăм туса каласшăн, ку — пĕр хут ирттерекен акци мар, планпа килĕшỹллĕн тăвакан ĕç. Унăн кăтартăвĕсене çĕршывăн нумай регионĕнче пĕчĕкскерсене ача сачĕсенчи вырăнсемпе тивĕçтермелли программăсем хатĕрленĕ чух шута илнĕ. Унсăр пуçне çак ĕç шкулчченхи вĕрентĕвĕн çĕнĕ йышши тытăмне аталантарассине пысăк витĕм кyчĕ. Паян нумай ача садĕнче çĕнĕ йышши спорт, музыка залĕсем, интерактивлă классем, вăйă оборудованийĕ пур, сывлăха тăварпа çирĕплетмелли пỹлĕмсем уçăлаççĕ. Ача сачĕсенчи бассейнсенче паянхисем кăна мар, пулас воспитанниксем те, çывăхри çуртсенче пурăнаканскерсем, шыва кĕреççĕ. Кăкăр ачисемех шывра ишме вĕренеççĕ. Ытларах та ытларах садике вăйă автохулисемпе тивĕçтеретпĕр, унта шăпăрлансем çул-йĕр правилисене хăнăхаççĕ. Çакăн кăтартăвĕ — юлашки çулсенче пуçласа харăсах Чăваш Енри икĕ ача сачĕ Раççейри чи лайaх садиксен шутне кĕни. Çапах чи кирли — пирĕн ачасем урăх шайра воспитани илни, вĕсем çĕнĕ йышши технологисене, наукăпа культура çитĕнĕвĕсене ăса хываççĕ, хăнăхаççĕ. Уйрăммăн палăртас килет, тĕнчери пĕр çĕршыв та ача сачĕсен строительствине, шкулчченхи вĕрентĕве йĕркелессине çакăн чухлĕ вăй, укçа хывмасть. Паян çирĕплетсех калама пулать, ача сачĕсенчи черетсен çивĕч ыйтăвĕ хыçа юлса пырать. Çакă — пысăк ăнăçу, анчах çитĕнỹ мар-ха. Эпĕ май пур таран ытларах ача сачĕ чи çỹллĕ стандартсене тивĕçтерессишĕн çине тăратăп. Çавăнпа та çĕнĕ ача сачĕсем тăвассипе çыхăннă ĕçе малалла тăсăпăр кăна мар, пуррисене çĕнетес енĕпе те ĕçлĕпĕр. — Сывлăх сыхлавĕнче пурнăçланă ĕç калăпăшĕпе кăтартăвĕсене тĕпрен илсен мĕнле хаклатăр? — Чăваш Ен юлашки çулсенче тỹлевсĕр медпулăшу кỹмелли территори программине пурнăçлас енĕпе те лидерсен шутĕнче. Медицинăна мĕнешкел пысăк укçа хывнă! Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа кăна Чăваш Ен 4,8 млрд тенкĕ ытла илнĕ. Çĕнĕ йышши оборудовани туяннă, республикăри больницăсен çуррине тĕпрен юсанă, районсенче çĕнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем çĕкленеççĕ. Çак ĕç кăтартăвĕсенчен пĕри — Чăваш Енре виçĕ çул демографи ỹсĕмне шута илни. Шупашкарти ачасен 1-мĕш хула больници вара çĕршыври ачасен чи лайăх поликлиникисен ТОП-3 йышне кĕчĕ — халиччен пулманни. Çапах ку енĕпе манăн эйфори тени çук. Больницăсенче час-часах пулатăп, çивĕч ыйтусене регион ертỹçи пулнипе кăна мар, республикăра пурăннипе те лайăх пĕлетĕп. Çитес çулсенче татса памалли ыйтусем пайтах-ха. Калăпăр, ансăр специалистсен пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене пысăклатмалла. Вĕсем патне тỹлевсĕр йышăнăва пыракансем паян вăрăм черетсем йĕркелеççĕ. Врачсем паян хуçалăх расчечĕн мелĕпе ытларах ĕçлесе илме пултарнине йĕркеллĕ тесе хаклатăп, анчах пирĕн тĕрлĕ лару-тăрăва кура тепĕр чух ытла та хаклă пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлемелли майсем çук граждансен категорийĕсем пуррине те манмалла мар. Паллах, çынсен лайăх шалу илмелле. Апла пулин те, шел, хальлĕхе халăх кĕтнине тỹрре кăларман врачсем те пур. Ялсемпе хуласенче пурăнакансем медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ япăххи, тепĕр чух медперсонал кăнттамлăхĕ пирки ỹпкелесе калани сайра мар. Отрасльте ырă улшăнусем нумаййине пăхмасăр пирĕн сывлăх сыхлавĕн представителĕсен ỹсмелли пур-ха. Республика Пуçлăхĕ пулнă май хамăн çинчен те яваплăха сирместĕп. Министр та, сиплев учрежденийĕсен ертỹçисемпе персоналĕ те — яваплăх тĕлĕшпе кашнин хăйĕн тỹпи. Лару-тăрăва тỹрлетĕпĕр. Хăш-пĕр çĕрте профилактика мерисем те çителĕклĕ пуль, хăш-пĕр çĕрте вара хирург пулăшăвĕ те кирлĕ. Лару-тăрăва питĕ хăвăрт — пĕр уйăхра, çур çулта — йĕр-келĕпĕр тесе шантармăп, анчах çитес 5 çулта медицинăри ĕç-пуç палăрмаллах лайăхланмалла. Çурт-йĕр туянмалли майсем анлăланаççĕ — Чăваш Ен — строительство отраслĕнчи лидерсен йышĕнче. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Паян нумай çурт-йĕр туни çителĕксĕр, вăл йỹнĕ те пулмалла. Чăваш Ен çак тĕллеве пурнăçлама вăй çитерет-и? — Цифрăсенчен пуçлам. Юлашки çулсенче Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 106 пин ытла тăваткал метрпа танлашакан 1986 хваттерне хута янă, вĕсенче пилĕк пин ытла çын пурăнать. Унти аренда хакĕ потребитель рынокĕнчинчен 2—3,5 хут пĕчĕкрех. Пĕтĕмпех пурăнмалли лаптăкран, хваттерти пỹлĕмсен шутĕнчен килет. Çынсене çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене сутăн илме май паракан нормăпа право никĕсне йышăннă. Вĕсене сутнă май килекен укçана çак программăпа çĕнĕ çурт-йĕр тума яратпăр. Палăртам, Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн хваттерĕсене тара илекенсем — бюджет сферин ĕçченĕсем, çамрăк çемьесем, çамрăк специалистсем, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли çынсем. Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелес енĕпе республика çул уçакан пулчĕ. Черетри çынсен шутне чакармалли опыт Раççейĕн ытти регионĕшĕн те интереслĕ пулчĕ, вĕсем унпа усă кураççĕ. Унсăр пуçне, республика федерацин граждансене юхăннă çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программине малалла хутшăнать. Кăçал программăпа килĕшỹллĕн тата 3 пине яхăн çын çĕнĕ хваттерсем илĕ. Пĕтĕмпе юлашки çулсенче эпир нумай хваттерлĕ 1698 çурта тĕпрен юсама, çавăн пекех юхăннă çуртсенчен 12 пин ытла çынна куçарма пултартăмăр. Республикăра пурăнакансем кĕçех “Çурт-йĕр — Раççей çемйи валли” программăпа тунă хваттер туянма пултарĕç. Икĕ çулта çак программăпа 5 пине яхăн çемье валли 210 пине яхăн тăваткал метр çурт-йĕр пулĕ. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, пĕр тăваткал метр хакĕ 35 пин тенкĕрен иртмĕ. Уйрăммăн палăртатăп, Чăваш Ен çĕршывра чи малтанхисен шутĕнче çак проекта хутшaнать. Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ пысăк пулни вăрттăнлăх мар. Ку республика экономикин йăлана кĕнĕ отраслĕсенчен пĕри, республика экономикин аталанăвĕн чăн-чăн локомотивĕ. Строительствăна хывакан кашни тенкĕ çывăх отрасльсенче 10 тенкĕ таран кỹрет. Юлашки çулсенче эпир федерацин Атăлçи округĕнче кашни çын пуçне тăвакан çурт-йĕр лаптăкĕпе малтисен йышĕнче. Паян çак кăтарту кашни çын пуçне 0,7 тăваткал метрпа танлашать. — Республикăн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннăччĕ — пая кĕрсе улталаннисемпе çыхăннă лару-тăру... — Çĕршывăн ытти регионне те куçакан ырă тепĕр опыт — хваттер туянма пая кĕрсе улталаннисен çивĕч ыйтăвне татса пани. 2010 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра вĕсен шучĕ 800 яхăн çынпа танлашнă. Тата — çав çынсен çемйисем. Çăмăл пулмарĕ тени — нимĕн те каламанниех. Çĕнĕ хваттер пирки ĕмĕтленнĕ çынсем çĕр-çĕр пин тенкĕ укçа хывнă, хăшĕсем хăйсен мĕн пуррине йăлтах панă, теприсем кивçен илнĕ. Кăтартăвĕ вара — нуль, нимĕн те илмен! Вĕсен хуйхине ăнланмалла, çавна май çак çынсемпе тĕл пулсан калаçма та çăмăл марччĕ. Йывăр лару-тăруран тухасси те ансат пулмарĕ. Çак лару-тăрăва пирĕн саккунсенче халĕ ыйтăва татса памалли вариантсене шырама тиврĕ. Вĕсене тупрăмăр. Паянхи кун тĕлне тỹрĕ кăмăллăх çине алă сулнă строительство компанийĕсене пула шар курнисен тĕп йышĕ çĕнĕ хваттерсем илнĕ ĕнтĕ, ыттисем 2015 çул вĕçлениччен çĕнĕ хваттерсене куçĕç. Пусăм тусах калатăп, çавăн чухне, пилĕк çул каялла, саккуна суккăрла пурнăçланă-тăк çивĕч ыйтăва татса парассипе çыхăннă ĕç вырăнтан тапранасси иккĕленỹллĕччĕ. Йăнăш туни унран сыхланма вĕрентет, çавна май куçми пурлăх рынокĕнче, çурт-йĕр строительствинче питĕ асăрхануллă пулмалла, тивĕçлĕ ведомствăсене çакна шута илме хистетĕп. Ултав палăрăмĕсене çийĕнчех пỹлмелле! Çынсем хăтлă хваттер пирки ĕмĕтленнипе усă курса улталас, услам тăвас кăмăллисем малашне те пулма пултарĕç, çавăнпа та вĕсен киревсĕр ĕçĕсемшeн бюджет укçине тỹлемелле пуласран асăрханмалла. Строительство тапхăрĕнче хваттер туянас кăмăллă граждансен хăйсен те яваплăха туймалла, тимлĕ пулмалла. Темле психологи витĕмне парăнма юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсен йăнăшĕ налук тỹлекенсем çине тиенет. (Вĕçĕ çитес номерте).

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429627, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Алманчино, ул.Школьная, 30
Телефон: 8(83530) 31-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика