Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль çÿллĕ шайра иртнĕ

07 марта 2013 г.

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире «Чи лайăх географи урокĕсем» республика методика VII фестивалĕ иртнĕ. Ăна Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăка халалласа йĕркеленĕ. Унта республикăри хуласемпе районсенчен чи лайăх географи учителĕсем хутшăннă. Пирĕн районтан фестивале С.В.Краснова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Г.Д.Зарипова, Р.Г.Зинатуллина (иккĕшĕ те Тукай Мишер вăтам шкулĕнчен) хутшăннă.

Фестивале гимнази директорĕ В.А.Вавилова уçнă. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ Ю.Ю.Бочарова, вĕренÿ институчĕн аслă преподавателĕ О.Н.Смирнова, географи учителĕсен республика ассоциацийĕн руководителĕ Г.П.Пякшина тухса калаçнă, пуçтарăннисене республика VII фестивалĕ уçăлнă ятпа саламланă, творчествăлла çитĕнÿсем тума суннă.

Конкурсантсем уроксем ирттерсе хăйсен пултарулăхне кăтартса панă. Вĕсем ачасен творчествăлла шухăшлавне аталантарма пулăшакан паянхи технологисемпе анлăн усă курни палăрнă.

Фестиваль методика енчен çÿллĕ шайра иртнĕ. Пирĕн районтан унта хутшăннă педагогсем хăпартлануллă кăмăлпа таврăннă. Вĕсем тĕрлĕ номинацисенче лауреатсен ятне тивĕçнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика