Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирти тырă-пулă - кĕлетри мар

04 августа 2015 г.

Çĕр ĕçченĕсен пĕр канăç та çук. Вĕсен нумай тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивет. Кăçалхи çанталăкăн тата хăйне май йăлăнтармăшĕ те пур. Çумăрĕ лÿш- кеме пуçласан чарăнма та пĕлмест. Епле пулсан та малаллах пăхать ял çынни. Çанталăк уяртнипе пĕрлех, çĕр типсе ĕлкĕрейменнине пăхмасăр, каллех ĕçе кÿлĕнет. Паллă ĕнтĕ, выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесси, çавăн пекех тыр-пула вăхăтра, лайăх пахалăхпа пухса кĕртесси ял хуçалăх отраслĕнчи тĕп задача шутланать. Умри тĕллеве пурнăçлассишĕн ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеççĕ те.

Августăн 3-мĕшĕ тĕлне илсен, районти хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене çуласси вĕçленсе пырать. Ку ĕçе «Новый путь» хуçалăхра пысăк лаптăк çинче пурнăçларĕç, 800 гектар çинчи курăксене çулса тирпейлерĕç. Пĕр çул ÿсекен курăксем çине те пысăк тимлĕх уйăрнă, кĕске вăхăтрах 105 гектар çулнă. Ешĕл курăка кушăхтарнă хыççăн сенаж хывассипе те ырă тĕслĕх кăтартрĕç чăвашсурăмсем. Иртнĕ кунсенче Чăваш Сурăмĕнчи, Шĕвĕшри, Юлăшри фермăсенче ĕç шавĕ чарăнма та пĕлмерĕ. Хуçалăхра сенаж пурĕ 7200 тонна (222,9 процент) хывнă. Симĕс массăран силос та 3600 тонна хатĕрлеме палăртнă.

Курăксене çулассипе «Авангард» хуçалăх та ăнăçлă ĕçлерĕ. Кунта силос ытлă-çитлех 1100 тонна (151,7 процент) янтăланă, утă та 210 тонна (84 процент) типĕт-   се хатĕрленĕ. Утçи Ульянов ячĕллĕ, «Правда» хуçалăхсенче те ăнăçлă пырать. Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма пуçланă. Ехремкассисем утă хатĕр- лессине уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Мăнвылăсем пирки те çавнах каламалла. Апла пулсан ку хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçарасси куç кĕретех.

«Симĕс ĕççи» вĕçленсе çитеймерĕ - уй-хире комбайнсем тухрĕç. Хĕрÿ тапхăрăн йăли-йĕрки çапла-çке - пĕр ĕç тепринчен юлмалла мар. Уй-хирте хальхи вăхăтра 13 комбайн ĕçлет, çав шутран «Правда», «Авангард», «Алмаз», «Новый путь» хуçалăхсенче 2-шер. «Уй-хир карапĕсем» кĕр тыррисен уйĕсенче çаврăмсем тăваççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пурĕ 1291 гектар вырнă, урăхла каласан, кĕр тыррисене 70 процент пухса кĕртнĕ. Юнтапасем çитес çулхи тухăçшăн та кĕрешÿ пуçарнă. Кунти тырпултан пушаннă уйсенче сухалакан агрегатсем ĕçлеççĕ. Хуçалăхра кĕрхи çĕртме сухи 80 гектар тунă.

«Новый путь» хуçалăхра тĕштырă культурисем 1133 гектар таранах йышăнаççĕ. Ăнса пулнă тырпула пухса кĕртессипе те ĕçсем анлă сарăлнă, хальлĕхе 350 гектар çапса тĕшĕленĕ. Тырă тухăçĕ - 25 центнер. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра кĕрхи тулă 100 гектар ытла йышăнать. Кунта Вячеслав Яковлев экипажĕ кал-кал ĕçлет, юлашки каçалăкра çаврăмсем тăвать. «Правда», «Авангард» хуçалăх ĕçченĕсем те вырмана вăхăтра тухрĕç, кÿршĕсем ăмăртсах ĕçлеççĕ. Вĕсем те кĕр тыррисене паян-ыранах вырса пĕтерме тĕллев лартнă. Юлашки çулсенче хресчен-фермерсем те пусă çаврăнăшне тĕш тырăсене кĕртрĕç. «Журавлев» хуçалăхĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культăрсем 595 гектар таранах.   Г.Исаев, С.Волков, Ю.Никифоров, В.Кузьмин ертсе пыракан хуçалăхсенче «уй-хир карапĕсем» хĕрсех ĕçлеççĕ.

Уйри тырă пÿлмери мар çав. Çавна асра тытса ĕçлеççĕ те паян уй-хирте. «Сарă тинĕсрен» йĕтемсем çине тырă пĕр вĕçĕмсĕр пырса тăрать. Кунти ятарлă звеносемпе бригадăсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Аласа типĕт- нĕ тырă кĕлете кĕни - савăнăç çĕр ĕçченĕшĕн.

Кĕр аки вăхăчĕ те çывхарать. Кăçал ку яваплă ĕçе 3500 гектар çинче ирттерме палăртнă. Çавна май сухалакан тракторсен шавĕ вăй илсех пырать. Ку таранччен акма çĕр 2208 гектар хатĕрленĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика