Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнĕвĕсем курăмлă

07 марта 2013 г.

Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Наташа Мукшина — шкулти чи маттур хĕрсенчен пĕри. Вăл 1-мĕш класранпах пур предметпа та «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать. Кашни кун ирех шкулалла утакан хура çÿçлĕ хитре Çÿлтикас хĕрне таврара палламан çын та çук пулĕ. Н.Мукшина йывăрлăхсенчен хăрамасть, çĕннине пĕлессишĕн нумай тăрăшать. Вăл ăспа пуян пуласшăн, аслă пĕлÿ илсе пурнăçра хăйĕн вырăнне тупасшăн. Тарăн пĕлÿ илме нумай кĕнеке вулать пике, Интернетпа усă курни те пысăк пулăшу кÿрет ăна. Ахальтен мар вăл кăçалхи вĕренÿ çулĕнче район администраци пуçлăхĕн стипендине уйăхсерен илсе тăма тивĕçрĕ.

«Наташа пĕчĕк чухнех питĕ нумай кĕнеке вулатчĕ, таврари пур япала та ăна кăсăклантаратчĕ, ыйту хыççăн ыйту паратчĕ. Халĕ те вăл пĕлÿ патне ăнтăлать», — ăшшăн сăмахлать унăн амăшĕ Любовь Артемьевна. Наташăн пĕрремĕш учителĕ Валентина Николаевна вара хăйĕн пĕчĕк вĕренекенĕ çинчен çапла аса илет: «Чирленĕ пирки шкула килмесĕр юлнă пулсан, пĕтĕм хăнăхтарусене, задачăсене туса килетчĕ. Киле тума панисене çеç мар, ыттисене те пурнăçлатчĕ. Чăнах та, унăн вĕренес туртăмĕ яланах пысăк пулнă».

Маттур хĕр — нумай-нумай конкурс, олимпиада çĕнтерÿçи. Район шайĕнче иртнĕ олимпиадăсенче вăл кăçал 6 предметпа призерсен йышне кĕнĕ. Çав шутра обществознанипе, экономикăпа тата географипе пĕрремĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Обществознани предмечĕпе республикăра иртнĕ олимпиадăра та вăл пуринчен те ытларах балл пухса çĕнтерÿçĕ ятне илме пултарнă. Халĕ пултаруллă хĕр хăйĕн учителĕ С.В.Антонов ертсе пынипе регионсен шайĕнчи олимпиадăна хатĕрленет, призерсен шутне кĕме ĕмĕтленет. «Сергей Витальевич мана питĕ нумай пулăшрĕ, паянхи кун та пулăшать. Вăл ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн çунакан вĕрентекен, чăн-чăн педагог пулни унăн ĕçĕсенчен курăнать», — тет Наташа.

Н.Мукшинана класра пуринпе те кăмăллă пупленĕшĕн хисеплеççĕ. Лайăх вĕренекенскер, анлă тавра курăмлăскер, вăл яланах юлташĕсене пулăшма хатĕр. Ахальтен мар ăна класс старостине суйланă ĕнтĕ. «Пуçаруллăскер, Наташа пур ĕçе те вăр-вар пурнăçлать. Класра çакăн пек маттур хĕр вĕреннишĕн савăнатăп. Унăн тĕслĕхĕ ыттисене те малалла талпăнма, çитĕнÿсем тума хавхалантарать», — пĕлтерет класс руководителĕ Л.Н.Владимирова.

Сăмах май, Наташăн 6-мĕш класра вĕренекен йăмăкĕ Таня та отличница. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла, тупăшса вĕренеççĕ вĕсем. Вĕсен амăшĕпе ашшĕн — Любовь Артемьевнăпа Владимир Антоновичăн — мухтанмалăх пурах тĕпренчĕкĕсемпе.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика