Урмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парк Вăрмарсен кану вырăнĕ пултăр

07 марта 2013 г.

Кашни çын ĕç кунĕ, ĕç эрни хыççăн килти ĕçсене пурнăçланисĕр пуçне канма та тăрăшать. Уçă сывлăша тухса çÿренинчен лайăххи мĕн пултăр. Ялта, кил хушшинче чуна лăплантарма пулать пулсассăн, Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем пушă вăхăта парксенче те ирттересшĕн.

Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула çакна туллин тивĕçтерме майсем çукрах. Поселокри Комсомольски кану паркĕ юлашки çулсенче юхăнсах кайрĕ. Паян е ыран персе анма пултаракан йывăçсем, вĕлтĕрен, тикенек, хыт хура пуснă сукмаксем кунта халăха илĕртми пулчĕç. Кашни çулах Вăрмарти вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсен çуркунне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ирттернĕ субботниксем те лару-тăрăва вăхăтлăха кăна тирпей-илем кĕртме пултарчĕç. Çакна шута илсех ĕнтĕ Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ парка хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе ватăлнă йывăçсене касса, унăн сăнне çĕнетес тĕлĕшпе хăш-пĕр ĕçсем туса ирттерчĕ. Пĕр енчен ырă шухăшлă пуçару икĕ енлĕ килсе тухрĕ пулмалла, поселокра пурăнакансем хăйсен шухăшĕсемпе икке пайланса кайрĕç. Апла пулин те пурне те пĕрлештерсе тăракан тытăм-парка тирпей-илем кĕртмелле, кашни çын çемйипе-и, пĕччен-и - килсе канма, уçă сывлăшпа сывлама пултартăр. Анчах çакна кашниех тĕрлĕрен курать. Çавăнпах ĕнтĕ февралĕн 26-мĕшĕнче Вăрмарти Культурăпа кану центрĕнче хула тăрăхĕн администрацийĕ çак тăрăхра пурăнакансем ыйтнипе халăх итлевĕ ирттернĕ.

Çивĕч ыйтупа чи малтанах хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров тухса калаçнă. Вăл йывăçсене каснин 131-мĕш Федераллă саккунăн 11 статйин 4-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн тата поселок çыннисен ушкăнĕ ыйтнипе ватăлнă йывăçсене касма кирли, парка реконструкци тумалли çинчен каланине шута илсе пурнăçламалли пирки пĕлтернĕ. Район комиссийĕ 2012 çулхи августăн 24-мĕшĕнче акт çырнă, рекомендацисем панă. Çак актпа килĕшÿллĕн ЧР Канаш лестничествин специалисчĕсене чĕнсе илнĕ, вĕсем ЧР Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи хаксемпе килĕшÿллĕн шутлав ĕçĕсем ирттернĕ, 305 тĕп йывăç касма кирлине палăртнă. Йывăçа йăвантарнисĕр пуçне ăна туратсенчен те иртмелле, йывăçне те, тураттисене те турттарса тухмалла, çав шутрах чăрмантаракан тĕмсене те тĕплемелле. Çакăн шутне ĕçшĕн тÿлени, хушма тăкаксем кĕреççĕ. Договорпа килĕшÿллĕн каснă йывăçсене вĕсене пурнăçлакансене панă, унсăр пуçне каснă йывăç материалĕсене Вăрмар масарĕнчи çурта тума - унăн калăпăшĕ 4 х 4 метр уйăрнă. Çак ĕçсене пурнăçлама Вăрмар район хула тăрăхĕнчен пĕр пус та тăкакламан. Халăх итлевне район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Харитонов, Вăрмар хула тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Халăх итлевĕнче тухса калаçакансем те йышлă, ыйтăвĕсем те чылай пулнă, паллах кашни енĕн хăйĕн шухăшĕсем. Итлев вăхăтĕнче тĕрлĕ шухăшсем пулчĕç пулин те пурте пĕр шухăш патнех çитрĕç: кану паркĕ пулмалла, çынсен канăвĕ республикăри кану вырăнĕсенче кăна мар, Вăрмар тăрăхĕнче те тивĕçлĕ шайра пулса пымалла. Çавăнпа та парк тупăш илмелли вырăн мар, канмалли пултăр, çĕнĕрен йывăçсемпе тĕмсем лартмалла, саксем вырнаçтармалла, хунарсем çакмалла тата паркпа çыхăннă пĕтĕм ыйтăва халăхпа пĕрле сÿтсе явса пĕр шухăш патне çитмелли çинчен калаçрĕç пухăннисем. Çитес номерсенчен çак ыйтăва малалла та çутатса тăрăпăр. «Мĕнлерех куратăп кану паркне;», «Пĕрле сÿтсе яватпăр» рубрикăсем уçăпăр, Вăрмар поселокĕнче пурăнакансен шухăшĕсемпе паллаштарăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика