Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем япăх мар

07 марта 2013 г.

Нумаях пулмасть «Родина» ООО хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçлекенсем отчет пухăвне пуçтарăннă. 2012 çулхи ĕçсемпе хуçалăх ертÿçи Анатолий Потемкин тĕплĕн паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, çулталăк, пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăхĕшĕн пит ăнăçлах пулмасан та, «Родинăра» вăй хуракансем аван кăтартусем тума пултарнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 686 тонна, 935 тонна çĕр улми, 300 тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртме май килнĕ. Хуçалăхра 12,2 тонна аш-какай, 304 тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 5060 килограмм сĕт сунă. Районти ытти кăтартусемпе танлаштарсассăн, ку пĕрре те япăх мар.

Пĕлтĕр туса илнĕ продукцие пурĕ 8 миллион та 221 пин тенкĕлĕх сутнă, таса тупăш вара 2 миллион та 648 пин тенкĕпе танлашнă. ООО территорийĕнчи тăпра пулăхлăх енчен районта япăххисенчен пĕри пулнине шута илсен, çакă аван кăтарту.

Çавăн пекех Анатолий Егорович 2013 çулта тумалли ĕçсене, тĕллевсене палăртнă. Чи малтанах çур акине ăнăçлă ирттерес тесе чылай тар тăкма тивессе çирĕплетнĕ вăл. Мĕн акатăн — çав шăтать, теççĕ халăхра. Çавăнпа та вăрлăхăн пĕр пайне элитăллипе улăштарма йышăннине пĕлтернĕ ертÿçĕ. Унсăр пуçне удобренисем турттарса килесси, техникăна юсаса хатĕрлесси çинчен халех шутлама пуçламаллине палăртнă вăл. Районти хăш-пĕр хуçалăхри пек, кадрсемпе чăрмав çук «Родинăра». Кунта механизаторсем тата ытти çĕрте ĕçлекенсем те çителĕклĕ. Эппин, çур аки вăхăтра тата ăнăçлă иртессе шанма пулать.

Район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин ял хуçалăх ĕçĕсен район шайĕнчи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, «Родина» ОООн кăтартăвĕсене ытти хуçалăхсеннипе танлаштарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, фермер хуçалăхĕ иртнĕ çул аван ĕçленине палăртнă вăл.

Пуху вĕçленсен сцена çине Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем тухнă. Вĕсен йышĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧР халăх артистки Нина Яковлева тата ыттисем те пулнă. Артистсем «Укçа чул кастарать» ятлă спектакль лартса панă. Палăртмалла: спектакль курма çынсем кÿршĕ ялсенчен те килнĕ, вăл пурин кăмăлне те кайнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика